Авӑн уйӑхӗнче чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ чылай сӑмах ӑсти ҫуралнӑ: Валем Ахун, Трубина Мархви, Александр Артемьев, Мӗтри Кипек, Стихван Шавли, Фёдор Павлов тата ыттисем те.
Поэзи тӗпелне пуҫтарӑннисен кун-ҫулӗнче ку ҫыравҫӑсем пурте пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ ӗнтӗ: ҫавра сӗтел хушшинче - алри калем ҫивӗчӗшне мӗн чухлӗ те пулин тӗрӗслесе пӑхнӑ ҫынсем. Вӗсен кулленхи пурнӑҫри тӗллевӗсем поэзи каҫне ертсе пыракансен шухӑшӗпе тӳр килеҫҫӗ.
Пурӑннӑ пулсан Петӗр Яккусен 75 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Поэт, куҫаруҫӑ, фонолог, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ - нумай сӑвӑҫшӑн пултарулӑхри вӗрентекен кӑна мар, чӑвашлӑх тӳпинчи ӗҫтеш те, аслӑ шкулта пӗлӳ панӑ преподаватель те. Виталий Родионов литература тӗпчевҫи хӑйӗн тӗнчине уҫса хӑйӗн ҫулне такӑрлатма пултарнӑ сӑвӑҫ-ӑсчаха юлашки тапхӑрти чи пултаруллӑ поэтсен ретне лартать, унсӑр пуҫне ӑслӑлӑхри ӗҫӗсемшӗн уйӑрса хаклать.
"Поэзирен чӑнрах тӗнче эп тупаймарӑм ҫӗр ҫинче" тенӗ Петӗр Яккусенӗн ачасем валли ҫырнӑ "Кумаляк", "Тӑм тӑвайкки вӑййисем", "Эснереш" кӗнекисене ҫитӗннисем те пысӑк кӑсӑкланупа вулаҫҫӗ. "Уй варринче", "Юман чӗлхи", "Кӗмӗл кимӗ" йышши сӑвӑ пуххисем - поэзие кӑмӑллакансен ылтӑн ҫӳлӗкӗ ҫинче. Пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ таса чун-чӗреллӗ, сӑпайлӑ, сӑмах хӑватне чунтан ӗненнӗ сӑвӑҫӑн сӑнарӗнче ҫынлӑхне мала хурса асилчӗҫ вулакансем.
Лидия Кузьмина - "Хавхалану" клубӑн яланхи хӑни. 43 ҫул Шупашкар шкулӗсенче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог-методист - "Ҫулталӑк учителӗ" конкурс лауреачӗ, тӗрлӗ вӗрентӳ программисемпе пособисен авторӗ. Ҫак клуб ӗҫне хутшӑнсах вӑл ыттисене кура сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ, кӗнекесем кӑларса та ӗлкӗрнӗ.
"Хавхалану" клуб черетлӗ ларӑвне юпа уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кӗҫнерникунӗнче ирттерме палӑртать.
Марина Карягина, Виктор Степанов