Наци библиотекинче "Чун уҫӑлнӑ самант" ятпа Юлия Силэм ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Ӑна прозаик, публицист ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Калав-повӗҫпе очерксен, юмахсемпе сӑвӑсен авторне саламлама культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, ентешӗсемпе тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Юлия Силэмӗн хайлавӗсенче кирек хӑш ӳсӗмри вулакан та хӑйӗншӗн усӑллине, кӑсӑклине тупма пултарать. 75 ҫула ҫитнӗ ҫыравҫӑ иртнӗ кун-ҫулне пархатарлӑн тав тӑвать: алла тытнӑ-пӗр ӗҫе юратса тунӑ, лартнӑ тӗллеве вӗҫне ҫитерме тӑрӑшнӑ. "Малашне те хам пурӑннине ӗнентерсе тӑрасчӗ манӑн" тет 20-е яхӑн кӗнеке авторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Патӑрьел районӗн Хисеплӗ ҫынни, вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ.

Юлия Силэм пултарулӑхне хак паракансем унӑн хайлавӗсенче вӑйлӑ хӗрарӑм сӑнарӗ тӗп вырӑнта тӑнине палӑртрӗҫ. Сӑмах ӑсти пуян та сӗтеклӗ чӗлхипе, паллах ӗнтӗ, хӑйӗнче пур хӑватпа ӑс-хакӑла ӳкерсе кӑтартнӑ. Альбина Мышкина литератури тӗпчевҫи тата ҫыравҫӑ хӑйӗн пӗрремӗш редакторӗн, аслӑ тусӗн роман-повӗҫне тарӑннӑн тишкерет.

Юлия Силэм Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан "Пионер сасси" хаҫатра ӗҫленӗ, чылай ҫул "Ялав" журналӑн проза пайне ертсе пынӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан вара ӑслӑлӑх ӗҫне кӳлӗннӗ - диссертаци ҫырса Мускавра хӳтӗленӗ. Типтерлӗн пухса пынӑ еткерне вӑл Чӑваш Республикин хальхи историн патшалӑх архивне панӑ. 

Юлия Александровна "Чӑваш литератури" энциклопедин проза пайне пухса хатӗрлекенсенчен пӗри. Унӑн хайлавӗсене тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ, калав-повӗҫсен пуххисене, шкулта вӗренмелли "Тӑван литература" кӗнекене кӗртнӗ.

Ачаран ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ Ҫӗнӗ Ахпӳрт хӗрӗ малашне те ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевне пурнӑҫа кӗртес шухӑшпа пурӑнать.

Марина Карягина, Виктор Степанов