Мускавра регионсем хушшинчи "Русское поле" славян искусствин фестивалӗ вӗҫленнӗ

Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӑнче пирӗн республикӑри "Парне" ушкӑн та пулнӑ. 

Трактор тӑвакансен культура керменӗнчи артистсем "Чи лайӑх хор коллективӗ" номинацире "Регионти юрӑ йӑли-йӗркине сыхласа хӑварнӑшӑн" ятарлӑ премине тивӗҫнӗ. "Русское поле" фестивале ҫӗршыври 62 регионтан пин ҫурӑ ытла ҫын хутшӑннӑ. Фольклор уявӗ тӑван историпе культурӑна юратакан, ӑна юрӑ-кӗвӗре аталантарма тӑрӑшакан хастарсене пӗрлештерекен ӗҫ-пуҫ пулса тӑнӑ. "Парне" ушкӑн ертӳҫи Светлана Тяхмусова палӑртнӑ тӑрӑх, фестивальте ҫӗршыври тӗрлӗ пултарулӑх коллективӗпе ҫывӑхрах паллашни малашне те халӑх пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлеме хистет. 

Оксана Верликова