Мускавра "Импери культури" наци премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗсене чысланӑ

"Геройсене халалланӑ кӗнеке" номинацире ҫак чыса пирӗн ентешӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа паракан "Позывной Маэстро" ятлӑ документлӑ прозӑн пӗрремӗш пайӗн авторӗсем тивӗҫнӗ. Шупашкарти "Наследие" издательство ҫурчӗ кӑларнӑ истори чӑнлӑхне упрама пулӑшакан кӗнеке - паян ҫӗршыва хӳтӗлекен паттӑрсене хисеп туни.

Эдуард Володин философ, публицист, общество деятелӗ ячӗпе хисепленекен преми сумлӑ. Ӑна Раҫҫей писательсен союзӗн, ҫӗршыври Литература фончӗн пуҫарӑвӗпе 1999-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ, вырӑс культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи культурӑпа ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене параҫҫӗ. Ҫак чыса иртнӗ ҫулшӑн тивӗҫнӗ историпе публицистика хайлавӗн тӗп геройӗсенчен пӗри - пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ, кӗнеке авторӗсем - Геннадий Ельцовпа Евгения Кириллова. Эпир Николай Фёдоровичпа кӑшт маларах Шупашкарта курса калаҫнӑччӗ.

Ҫакна каласа хӑварар: Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫавӑн пекех тава тивӗҫлӗ ҫар лётчикӗ, Чӑваш Республикин Хисеплӗ ҫынни, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ. Ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн ертӳҫин тивӗҫне те ентешӗмӗр яваплӑн тытса пырать. Унӑн паттӑрлӑхӗ - ҫар ҫыннишӗн тӗслӗх, кашнин кӑмӑлне ҫирӗплетет. Чыслава килнӗ Геннадий Ельцов пухӑннисене Николай Фёдорович ҫинчен каласа пачӗ: Раҫҫей Геройӗ 8 ҫул афган вӑрҫинче пулнӑ - вертолёт командирӗнчен эскадрилья ертӳҫине ҫити ӳссе ҫитнӗ, ҫар тивӗҫӗпе 3 пин хут ытла сывлӑша ҫӗкленнӗ, вертолётне Эльбрус тӑвӗ ҫине, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр полюсӗсене антарса лартма пултарнӑ. Кашни самантра вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑрса паттӑрлӑх кӑтартма хурҫӑ пек ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын кӑна чун-чӗре хӑватлӑхӗ тупаять.

 

Марина Карягина, Дмитрий Макаров