Артистсем Мускава тӑван халӑхӑн чӗмне, республикӑн сывлӑшне илсе килнӗ пек туякан ентешсем театра килмесӗр юлма пултарайман. Ӗмӗртен Атӑл хӗрринче пурӑнакан авалхи халӑхӑн культурипе ӳнерӗ ытти наци ҫыннисемшӗн те кӑсӑклӑ, паллах. Фойере Нарспипе Сетнер сӑнарӗпе хатӗрленӗ асӑнмалӑх парне туянма пулать. Фестивале ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ "Король Лир", Эксперимент театрӗ "Осталась одна Таня" постановкӑсемпе, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ икӗ хайлавпа пултарулӑхне кӑтартма килнӗ. "Паян Мускав чӑвашла калаҫнӑн туйӑнать", - теҫҫӗ пухӑннисем хавхаланса.
"Силпи чӑваш ялӗнче Нарспи ятлӑ хӗр ӳсет". Ашшӗ-амӑшӗ пуян килте юратса ӳстернӗ ҫак ирӗк чунлӑ хӗре чӑваш илем тӗслӗхӗ вырӑнне хурать. Чару, ҫитмен пурнӑҫ, тӗнче тискерлӗхӗ мӗнне пӗлмесӗр ҫитӗннӗ пике хӑйӗн юратӑвне мала хуман йӑла-йӗркене йышӑнаймасӑр хирӗҫ тӑрать те, ҫак ҫырлахусӑрлӑх унӑн ӑраскалне тӗппипе аркатать. Инкек Михетер килне евчӗ килнинчен пуҫланать.
Константин Иванов 17 ҫулта ҫырнӑ вилӗмсӗр хайлав ӗмӗр тавлаштарать, шухӑшлаттарать. Кашни тапхӑрта лартнӑ "Нарспи" чӑваш тӗнчекурӑмӗн урӑх енӗсене сирсе кӑтартать. Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ спектакле хатӗрленӗ ушкӑнри кашни ӑста пӗрлехи ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ: тӗп рольте - Антонина Казеева, режиссёрӗ Борис Манджиев, художникӗ Валентин Фёдоров, композиторӗ Лолита Чекушкина.
Мускаври Чӑваш культурин кунӗсем Чӑваш патшалӑх филармонийӗ "12 стульев" мюзиклпа тата купса хӗрӗпе асамлӑ чечек ҫинчен лартнӑ спектакльпе вӗҫленеҫҫӗ. Вӗсене те Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ.
Марина Карягина








