Меллӗ, хӑвӑрт, кирек хӑш вырӑнта та концерт ирттерме пулать

Куҫса ҫӳрекен клуб Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӳлти Вӑрманьяла ҫитрӗ. Артистсен пысӑк ушкӑнӗ кунта пурӑнакансене ял уявӗпе саламларӗ. 

Ҫӳлти Вӑрманьялта юрӑ-кӗвӗ янӑрать, вӑйӑ-кулӑ сасси илтӗнсе тӑрать. Таврана техӗмлӗ шӳрпе шӑрши сарӑлнӑ. Ял уявӗн кӗреки тулӑх та пуян. Канаш тӑрӑхӗнчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ пухӑннисене. Ялсене концертпа вӗсем тӑтӑшах тухса ҫӳреҫҫӗ. 

- Куҫса ҫӳрекен автоклуб пурри пире пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет, - теҫҫӗ культура ӗҫченӗсем. Унта артистсене мӗн кирли пурте пур: ҫутӑ, сасӑ хатӗрӗсем, сцена. Генератор та вырнаҫтарнӑ. Ҫавна май концерт е кино кирек ӑҫта та кӑтартма пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа куҫса ҫӳрекен культура центрӗ Канаш тӑрӑхӗнчи нумай яла ҫитнӗ. "Хаваслӑ ҫу кунӗсем" проектпа килӗшӳллӗн округра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. 

Ҫӳлти Вӑрманьялта пурӑнакансене уяв ячӗпе Шупашкартан ҫитнӗ эстрада артисчӗсем те саламларӗҫ. Яла кустӑрмаллӑ клуб килсе чарӑнсан концерт кӑтартма ҫав тери меллӗ пулнине палӑртрӗҫ вӗсем. Ҫӳлтивӑрманьялсем уявра мӗн каҫченех савӑнчӗҫ. 250-яхӑн ҫын пурӑнать ялта. 

Куҫса ҫӳрекен клубсемпе республикӑри кашни муниципалитетах тивӗҫтерме палӑртнӑ. 2023-мӗш тата 24-мӗш ҫулсенче пурӗ 8 округ ҫӗнӗ машинлӑ пулнӑ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 65 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Конкурс ирттерсе укҫана Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсене валеҫсе пама йышӑннӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта кустӑрма ҫинчи клубсем Чӑваш Енри 238 яла ҫитнӗ. Чи нумай ӗҫ-пуҫ Канаш, Муркаш, Комсомольски тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче ирттернӗ.

Екатерина Фомина, Антонина Капитонова, Святослав Петров