Курав чӑнахах та анлӑ: хӗрарӑм илемӗпе килентерекен ҫакӑн чухлӗ кӳлепе музейӑн фондӗнче те ҫук, терӗҫ. Тӗпрен илсен, ӗҫсем - пӑхӑрпа тӑхлан хутӑшӗнчен. Бронзӑран тӗрлӗ кӗлетке шӑратса кӑларасси хакла ларать, ансат та мар: уншӑн уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑрӑшмалла. Юбилей куравне "Юрату планети" тесе ят панӑ Владислав Зотиков кашни хайлавне уйрӑм юрату хывать, ҫавӑнпа вӗсем чӗрӗ пек - пӑхса тӑранмалла мар хӳхӗм.
"Пӗтӗм тӗнчене юратма вӗренмелле" текен скульптор пурнӑҫа ыттисенчен урӑхла куҫпа пӑхса йышӑнать, унӑн хӑйӗн "юрату философийӗ". Нумай ҫул ӳнере парӑнса ӗҫлени ӑна ӑсталӑхӑн чылай вӑрттӑнлӑхне уҫма май панӑ. Ӗҫтешӗсем Владислав Зотиков пек "уҫлӑх ӳнерҫисем" пирки "урӑх тӗнчерен килнӗ ҫын" теҫҫӗ.
Владислав Алексеевич Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалта ӳснӗ. Пӗчӗкренех сӑнарлӑх тӗнчи енне туртӑннӑ, тӑмран тӗрлӗ кӗлетке ӑсталама сӗмленнӗ. Арҫын ачан аталанӑвӗнче учительте ӗҫленӗ амӑшӗн тӳпи уйрӑмах пысӑк пулнӑ.
Зотиков - Юрий Ксенофонтов паллӑ маҫтӑрӑн вӗренекенӗ, теҫҫӗ. Тӑрӑшулӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ те унранах-тӑр. Пархатарлӑ вӗренекен нумай пулмасть хӑйӗн учителӗн вӗҫлесе ӗлкӗреймен "Хӗр сӑвӑҫ" ятлӑ кӳлепине унӑн шӑллӗпе, Олег Ксенофонтовпа пӗрле шӑратса кӑларнӑ. Мускаври Суриков ячӗллӗ институтра 6 ҫул скульптора вӗреннӗ вӑхӑт - маҫтӑрлӑх картлашки ҫинчи пӗлтерӗшлӗ пусӑм. Ӳнерҫӗн ӗҫӗсенче иртнӗлӗхпе хальхи пӗр ҫыхӑра, этемлӗх аталанӑвӗнче тӑван чӑваш мӗнле вырӑн йышӑннине асӑрхаса сӑнама та кӑсӑклӑ. 70 ҫула ҫитнӗ пулин те, Владислав Зотиковри ҫамрӑкла хавхалану, шырав тӗлӗнтерет.
Хайлавсенче вӑл пысӑк патриот пулни те палӑрать. Тимӗртен, мрамӑртан, йывӑҫпа гипсран ӑсталанӑ сӑнарлӑ ӗҫсенче - шалти ҫураҫулӑх, вӗҫев, автор тупнӑ пысӑк чӑнлӑх. "Амазони" этнопарка илем кӳрекен "Халӑхсен, тӗнсен, культурӑсен пӗрлӗхӗ" ансамбльте те - хӗрарӑм сӑнарӗ.
Аслӑ ӳсӗмри ӳнерҫӗсем пуян курава ҫамрӑк вӗренекенсене те илсе килнӗ: курччӑр, вӗренччӗр, хавхаланччӑр. Экспозиципе пуш уйӑхӗн 15-мӗшчен паллашма пулать.
Марина Карягина, Виктор Степанов