Литература тӗпчевҫи, публицист тата педагог Виталий Станьял 85 ҫул тултарчӗ

Паян вӑл тӑван халӑхӑн чи сумлӑ шурсухалӗсенчен пӗри шутланать. Литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫ, публицист, куҫаруҫӑ, педагог, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Виталий Станьял 85 ҫул тултарчӗ. Ҫавра ҫулне вӑл тус-юлташӗсемпе пӗрле Наци вулавӑшӗнче паллӑ турӗ.

Чӑваш Енӗн паллӑ пулӑмӗсемпе ҫавра ҫулӗсен кӑҫалхи календарӗ мухтавлӑ ӑсчахӑмӑрӑн сумлӑ юбилейӗпе уҫӑлчӗ. Хисеплӗ вӗрентекен, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш республикин аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Никитин 1940-мӗш ҫулта Шупашкар тӑрӑхне кӗрекен Станьялта ҫуралнӑ. Халӑхра ӑна, шӑпах, тӑван ялне хисеплесе илнӗ хушма ятпа лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе педуниверситет пӗтерсен вӑл вӗрентекен ӗҫне кӳлӗннӗ. Малтанах Нурӑсри ача ҫуртӗнче, Каҫал, Шӑмӑршӑ тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи вӑтам шкулсенче, унтан Ульянов яӗллӗ Чӑваш патшалӑх тата педагогика университечӗсенче тӑрӑшнӑ. Тӑван чӗлхепе литература учителӗсем валли вӗренӳ программисемпе кӗнекисем, методика пособийӗсем кӑларнӑ.

Тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе этнографине, фольклорне тӗпченипе пӗрлех Виталий Петрович общество ӗҫӗнче хастарлӑхпа палӑрнӑ. Чӑваш наци конгресне тата таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗпе ӑслӑлӑхпа ӳнер академине йӗркелессинче тӑрӑшнӑ. Паллӑ литература ҫыннисен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланса студентсемпе пӗрле ӗҫта кӑна ҫитмен пулӗ. Ҫавӑнпах, уяв каҫне пухӑннисенчен нумайӑшӗ хӑйсене Станьял ачисем теҫҫӗ.

Виталий Станьял 60 ҫула яхӑн Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗ шутланать. Ҫавӑн пекех Гарин-Михайловскипе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Шупашкар тӑрӑхӗпе Ҫеҫпӗл ялӗн «Хисеплӗ ҫынни» ятсене тивӗҫнӗ. Наука ӗҫӗнче вӑл 100 яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Паян та Виталий Петрович халӑх пурнӑҫӗнчен юлмасӑр наци ӗҫӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланать, статьясем ҫырать, кӗнеке те кӑларас тет.

85 ҫул тултарнӑ ятпа Виталий Петровича пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсем, вӗренекенӗсем, унӑн иксӗлми пултарулӑхӗпе хӗпӗртесе литературӑпа культурӑра тӑрӑшакансем саламларӗҫ. Вӗсене тав тунипе пӗрлех сумлӑ ӑсчах тӑван халӑха ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов