Шупашкар тӑрӑхӗ - республикӑри чи пысӑк округсенчен пӗри. Ҫавна май ҫынсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттермелли вырӑнсем ҫителӗклӗ тӑвасси - тӗп тимлӗхре. Кӳкеҫри культура ҫуртне 1964-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Объекта ҫӗнетессе поселокра пурӑнакансем тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ.
Кивӗ ҫуртран никӗсӗпе стенисем кӑна юлаҫҫӗ. Мӗн палӑртнине пурнӑҫлама республика тата вырӑнти хыснасенчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Паянхи куна объектра 16 ҫын вӑй хурать. Вӗсем халӗ шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Ӑшӑ тытӑмне улӑштарнӑ, вентиляцие, пушар сигнализацине ҫӗнетеҫҫӗ. Халӗ 2-мӗш хутӑн стенисене сӑрлаҫҫӗ, урайне улӑштараҫҫӗ.
Культура ҫуртӗнче 10 пултарулӑх ушкӑнӗ. Вӗсенчен ҫурри - халӑх ятне тивӗҫнисем. Ачасем валли 4 ушкӑн ӗҫлет. Малашне вӗсем хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерекен, ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа оборудовани вырнаҫтарнӑ ҫуртра хӑйсен юрри-ташшипе округ ҫыннисене савӑнтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех кунта хулари кинотеатрсенчен кая мар кинозал йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫакӑ ку тӑрӑхри ҫынсене Шупашкара каймасӑрах илемлӗ фильмсемпе киленме май парӗ.
60 ытла ҫул хушшинче ҫурт самай кивелнине пула ҫӗнетмелли чылай. Ҫапах та подряд организацийӗ ӗҫсене палӑртнинчен маларах туса пӗтерме шантарать.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров