Кӳкеҫри "Бичурин тата паянхи самана" музейра ҫуллахи пленэра пӗтӗмлетекен курав уҫӑлчӗ

Утӑ уйӑхӗнче Юрий Матросов Чӑваш халӑх художникӗ ҫуралса ӳснӗ ялта, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра, ӳнерҫӗсен пысӑк ушкӑнӗ пленэр ирттернӗ. 

Пӗр хушӑ хула хӗвӗшӗвӗнчен, кулленхи вак-тӗвек чӑрмавсенчен тарса ҫут ҫанталӑк ытамӗнче юратнӑ ӗҫпе киленсе пурӑнасси - ӳнерҫӗшӗн чӑн-чӑн ӗреххет. Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗпе районти музей йӗркеленӗ пленэр хӑйсем патӗнче иртни вӗсене хапӑлласа йышӑнакан ялшӑн та пӗлтерӗшлӗ: хальччен курма хӑнӑхнине художник куҫӗпе пӑхма интереслӗ пулни пӗрре, ҫитменнине пир ҫине куҫнӑ сӑнсем яланлӑха ҫак хальлӗн историре упранса юлӗҫ. Ҫу варринчи ӑшӑ ҫанталӑкра виҫӗ куна пынӑ пленэра йышлӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: пурӗ 24 ӳнерҫӗ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ пӗрлӗхре тӑракан паллӑ художниксем те, халь ӳкерме пуҫлакансем те пур. Ӳнерпе графика факультетӗнче, ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентекенсем ҫамрӑксене ӗҫ мелӗсене кӑтартса пыни паха.

Марина Карягина, Михаил Солин