Куракансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулас ӗмӗтпе ӗҫлеҫҫӗ

Республикӑн ҫитес 5 ҫулти социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче культура мӗнле вырӑн йышӑнни пирки калаҫрӗҫ, ҫавӑн пекех театрӑн малаллахи кун-ҫулне сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫ коллективӗпе Культура министрӗ Роза Лизакова тӗл пулчӗ.

Ҫак хушӑра культурӑра туса ирттермелли тӗп ӗҫ-пуҫ ҫинчен каларӗ министр. Унсӑр пуҫне 2021-мӗш ҫул Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен ӗҫ мухтавӗн ҫулталӑкӗ пулассине пухӑннисене тепӗр хут аса илтерчӗ. Театр директорӗ Юрий Владимиров пандеми вӑхӑтӗнчи онлайн меслечӗпе ирттернӗ ӗҫ-пуҫ пирки каласа пачӗ. Ҫӗнтерӳ кунне, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли уява та хӑнӑхнӑ майпа мар пулин те хастар хутшӑннӑ драма театрӗн артисчӗсем. Унсӑр пуҫне ытти регионсемпе онлайн-гастрольсемпе те ылмашӑнма ӗлкӗрнӗ. Ҫапла хамӑр патра ытти регионти театр постановкисене кӑтартнӑ, хамӑрӑнне вара ыттисене ярса панӑ. 

 

Алиса Александрова