Калининградран пуҫласа Курил утравӗсем таранах

Чӑваш Енре иртекен ҫӗршыв шайӗнчи "Тӗрленӗ Раҫҫей" курав-фестивале 70 регион хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗпе 20-мӗшӗнче пулать. 

Пирӗн республикӑна карттӑсем пысӑк курупкасенче ҫитеҫҫӗ. Хӑшпӗр ӗҫе уйрӑмах типтерлӗ тӗркенӗ. Псков облаҫӗнчи специалистсем ятарлӑ чӑматан та хатӗрленӗ. Унӑн ӑшӗнче - панно. Пӗрре пӑхсан ку вӑл кантӑк айӗнчи хаклӑ картина пек курӑнать. Унӑн рами те паха. Карттӑна маҫтӑрсем вӗтӗ шӑрҫасемпе, ӗнчӗсемпе, тӗксемпе капӑрлатнӑ. Камчатка тӑрӑхӗнчи ӑстасем вара пӑлан ҫӑмӗпе, шӑрҫасемпе тата пулӑ тирӗпе усӑ курнӑ. Ҫывӑхне пырсан пулӑ шӑршине те туятӑн.

Тюмень облаҫӗн карттине те темӗнле черчен япала пекех ӑсатнӑ - хӑмаран хӳтлӗх ещӗкӗ ӑсталанӑ. Чӑваш наци музейне паянхи кун тӗлне 30 ытла картта ҫитнӗ. Хӑш-пӗрисене ал ӗҫ маҫтӑрӗсем хӑйсемпе пӗрле илсе килӗҫ, теприсем почта е курьер урлӑ ҫитӗҫ. 

Раҫҫейри регионсемсӗр пуҫне курава республикӑри округсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен те ытармалла мар хитре карттӑсем пулса тухнӑ. Курав 2 кун кӑна пырӗ, ҫавӑнпа та йӗркелӳҫӗсем пурне те нумай шутласа тӑмасӑр Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне ҫитме сӗнеҫҫӗ. Вӑл 9 сехетрен пуҫласа 21 сехетччен уҫӑ пулӗ. 

 

Надежда Александрова, Екатерина Данилова, Виктор Степанов