Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 173 ҫул ҫитрӗ

Ҫавна май чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ регионта тӑванлӑх уявӗсем, ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ.

Иван Яковлева ҫуратнӑ Кӑнна Кушки ҫӗрӗ хӑнасене яланах тарават. Ентешсем килсе ҫӳрени мухтавлӑ ял халӑхне вӑй-хӑват парса пырать. Хисеплӗ делегаци Теччӗ хулинчи ҫавра сӗтел тавра иртнӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнчӗ. Ӑна чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Шупашкарта вара халӑх наци вулавӗшӗ умӗнчи Яковлев палӑкӗ умӗнче пухӑнчӗ. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ вӗрентекенӗмӗре асӑнса унӑн халал сӑмахӗсене аса илчӗ. Чӑваш чӗлхи кунне Тӑвай тӑрӑхӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче те ҫӳллӗ шайра паллӑ турӗҫ. Кунти малтанхи шкула шӑпах Иван Яковлев уҫнӑ пулнӑ. Вӑл ҫуртра халӗ музей. 

 

Алексей Енейкин, Артур Галкин