Пӗр тымартан тухса темиҫе ӗмӗр республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пурӑннӑ татмӑшсем юн шайӗнче хӑйсем тӑвансем иккенне тӳрех туйса илчӗҫ. Авалхи йӑлапа ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ Канаш тӑрӑхӗнче тӗпленнисем Патӑрьелпе Элӗк ҫӗрӗнчен туслӑх кӗперӗ хывма килнӗ йӑхташӗсене. Элӗк енӗн маттур ывӑлӗ Альберт Сергеев тахҫанах халӑхӑмӑр пуласлӑхӗ яла упранинчен те килнине ӑнланса ӗҫлет.
Йӑлтах вырӑнти тавра пӗлӳҫӗсем ял историйӗпе, тӗрлӗ йӑхӑн иртнӗлӗхӗпе кӑсӑкланса кайнинчен пуҫланнӑ. Тӗпчев ӗҫӗ вӗсене 400-500 ҫул каяллахи вӑхӑта илсе ҫитернӗ. Элӗк тӑрӑхӗнчи татмӑшсем темиҫе кӗнеке кӑларма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Культура ҫурчӗн тӗпелӗнче ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗпе, кашни хӑй патӗнчи тум-юмпа паллаштаракан курав йӗркеленӗ. Сӑнама кӑсӑклӑ: мӗн ҫыхӑнтарать татмӑшсене, мӗнле пӗрпеклӗхсем вӑхӑта парӑнмасӑр 21-мӗш ӗмӗре ҫити сыхланса юлнӑ? Халь вӗсем расна ушкӑнри чӑвашсен йышне кӗреҫҫӗ, ташши-юрринче те, калаҫӑвӗнче те, кӗпе-йӗмӗнче те улшӑнусем пур, анчах ӗҫченлӗхпе аптраманлӑхне, хастарлӑхӗпе пуҫарулӑхне нихӑшӗ те ҫухатман. Тен, ҫакӑ пулӑшнӑ та иртнӗлӗхе пӗлсе малашлӑха хӑюллӑн ярса пусас текен татмӑшсене.
Туслӑх уявӗнче пур тӑрӑхри татмӑшсем те сцена ҫинче пӗр-пӗрне асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вокал ушкӑнӗсем, фольклор ансамблӗсем ӗлӗкхи юрӑсене те ҫӗнӗ пурнӑҫ параҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи "Ҫӑкал" Канаш енчи Татмӑша 4 ҫул каяллах ҫул хывнӑ-мӗн.
Тӗлпулура истори ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Людмила Пантелеймонова Чӑваш Енри Татмӑш ялӗсем хӑҫан пулса кайни, хӑш вӑхӑтра тӗрлӗ вырӑна куҫса ларни ҫинчен каласа пачӗ. Виҫӗ тӑрӑхри Татмӑш старӑстисем малашне туслӑ пурӑнассине, пӗрле аталанассине ҫирӗплетсе килӗшӳ турӗҫ. "Культура урлӑ тӑванлашар" проект ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулассӑн туйӑнать: республикӑра ӑнсӑртран мар пӗрпек ятлӑ ялсем йышлӑ.
Марина Карягина, Николай Семёнов








