Елчӗкри тӗп вулавӑша "Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсанӑ. Вӑл округри 23 библиотекӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрать. Фондра 60 пине яхӑн экземпляр кӗнекепе тӗрлӗ издани упранать. Юсав хыҫҫӑн вулавӑшра нумай улшӑну пулса итрнӗ. Икӗ хута пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ.
Ҫӗнетнӗ библиотекӑра ача-пӑча лаптӑкӗ тата вулав центрӗ ӗҫлет. Вӗсенче интернетпа та ирӗклӗн усӑ курма пулать. Уявра ҫамрӑк вулакансем кӗнеке тупкӑчӗ тума вӗренчӗҫ. Ҫавӑн пекех Николай Алексеев журналист тата таврапӗлӳҫӗ хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарчӗ.
Кӑҫалтан тӗп вулавӑшсем модельлӗ библиотекӑсем йӗркелессипе федераци конкурсне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗпрен юсама, тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Паянхи библиотекӑсем тӗрлӗ ӑрури ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ. Унта кӗнеке вулама кӑна мар, пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ технологисене алла илме пулать. Ҫавӑнпа та вулавӑшсен алӑкӗсем кӑмӑл тӑвакансемшӗн яланах уҫӑ.
Ксения Потапова, Виктор Степанов








