Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр. Чӑваш халӑх поэчӗ хайланӑ йӗркесем ҫӗнӗ вӑй илчӗҫ. Пӗрлӗхре вӑй тени ахаль сӑмахсем мар. Калӑпӑшлӑ проект республикӑри чи сумлӑ та профессионал сасӑсене тӑван ҫӗре сума суса гимн шӑрантарма пӗрле пуҫтарнӑ. Пуҫарӑвӗ - Чӑваш Правительствин ертӳҫин Сергей Артамоновӑн. Никӗсӗнче тарӑн шухӑш: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ, хамӑр историпе мӑнаҫланни, ыранхи куна шанӑҫпа тинкерни. Республикӑри ӑста артистсем шӑрантаракан юрӑ тарӑн шухӑшлӑ, янӑравӗ тӗлӗнмелле пуян та илемлӗ пулса тухнӑ. Юрлакансем палӑртнӑ тӑрӑх, сасӑсем пӗрлешнӗ чухне чӗресем хумханса тапаҫҫӗ. Текст авторӗ - Наталья Сахарова, композиторӗ - Андрей Коноплев. Ачаран ватти таран хайлава чунпа йышӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑ вӗсем.
Проекта пуҫаракансен шанӑҫӗ тӳрре тухнӑ - клипра пулса иртни чӑнах та пӗр-пӗр илемлӗ фильмри пекех.
Артистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӗсемшӗн ахаль ӗҫ мар, тӑван ҫӗре юратнине юрӑ урлӑ тепӗр хутчен пӗлтерни.
Алиса Александрова, Елена Михайлова, Святослав Петров.








