Ӗмӗрлӗхе юлакан паха ӳкерчӗксем

Шупашкарти хальхи искусство центрӗнче Владимир Аксенов ӳнерҫӗн тата педагогӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав уҫӑлчӗ. Унта сӑрӑ ӑстин тӗрлӗ тапхӑрти ӗҫӗсене курса киленме пулать. 

Курава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Владимир Аксенов художник-педагог ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Экспозицие вара ятарласа маҫтӑрӑн халиччен никам курман картинисене те тӑратнӑ. Владимир Васильевич пӗтӗмпе 250 ытла ӳнер ӗҫӗ хатӗрленӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑпайлӑхпа тата лӑпкӑлӑхпа палӑрнӑ.

Владимир Аксенов ачасене ӳнер тӗнчин асамлӑхне туйса илме пулӑшакан икӗ шкул никӗслесе хӑварнӑ. Канӑҫ мӗнне пӗлмесӗр тӑван тавралӑх илемне сӑнлакан пейзажсемпе чечеклӗ натюрмортсем, портретсем ӳкернӗ, пленэрсене хутшӑннӑ. Ҫак паха ӗҫсемпе туллин паллаштаракан курав хальхи искусство центрӗнче ака уйӑхӗн 2-мӗшчен ӗҫлет. 

Алексей Енейкин, Анна Филиппова, Вадим Владимиров