Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра 6 ҫӗнӗ клуб хута ямалла

2022 ҫулта Чӑваш Енре 7 ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ ҫӗклеме 250 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 6 районта клубсем уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳри культура аталанӑвӗн центрне ҫитес ҫул туса пӗтермелле. 

Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 100 ҫын вырнаҫмалӑх 2 хутлӑ кермен хӑпартаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе тума 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа ҫурта ҫӗклесе йӗркене кӗртмелле, сӗтел-пукан, сасӑ, ҫутӑ хатӗрӗсене туянмалла. Палӑртнӑ пекех раштавӑн 20-мӗшӗнче Юмансар халӑхне ҫӗнӗ кермене уява пуҫтарасса шанаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи Салапайкассинче те клуб хӑпартаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле хакӗ 47 миллион тенке яхӑн. Культура ҫуртне раштав вӗҫӗнче хута ямалла. Анчах хальлӗхе ӗҫӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть. 

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова