Ҫулленех ҫӗнӗ ятсем уҫма пулӑшакан фестиваль-конкурс

Шупашкар округӗнче "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Гала-концерт Чӑрӑшкассинчи Культура ҫуртӗнче иртрӗ. 

Ачасен пултарулӑхӗн уявӗ илемӗпе тыткӑнлать. Хӑйсен ӑсталӑхӗпе юрлакансем, ташлакансем, музыка инструменчĕ калакансем  паллаштараҫҫӗ. Дмитрий Никифоров "Жемчужинки Чувашии" фестивальпе шкулта вӗреннӗ чухнех туслашнӑ. Халӗ вӑл Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗлӳ пухать. Кӑҫалтан конкурсра "Профи" категорине ҫирӗплетнӗшӗн Дмитрий тем пекех хӗпӗртенӗ.

Фестиваль ҫулленех ҫӗнӗ ятсем уҫать. Ун сцени ҫине пуҫласа тухакансем тата пысӑкрах ӳсӗмсем тума хавхалану ҫуралнине пытармаҫҫӗ.  Ҫитес ҫул та хутшӑнас кӑмӑллӑ.

Суйлав тапхӑрӗнче ачасем икӗ номер кӑтартаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне тӑван чӗлхепе хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех фестивальте Юрий Энтин, Эдуард Ханок, Григорий Гладков, Александр Шаганов ҫырнӑ юрӑсем янӑраҫҫӗ. Пурте вӗсем Чӑваш Ен "ахахӗсемпе" туслӑ. Кунта фестивале пуҫарса яракансен, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Маргарита Павлован тата Сергей Бреус предпринимателӗн тӳпи пысӑк.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе пултарулӑх уявне пухӑннисене Юрий Энтин хӑй саламларӗ. Ҫамрӑк артистсене яланхиллех  "Чунга-чанга" фестивальте кӗтнине пӗлтерчӗ. Кӑҫал Клин хулипе пӗрлех вӗсем Чукоткӑри Анадыре кайса  курӗҫ. Ҫак парнене Анастасия Фёдорова, Ульяна Чернова, Зарина Валеева тата Дарья Моранькова тивӗҫрӗҫ. Ачасене хавхалантарма, саламлама сцена çине хăнасем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Беларуҫ халӑх артисчӗ Эдуард Ханок ҫамрӑксемпе тӗл пулма яланах хавас.

Эдуард Ханок пӗчӗк артистсене ӑнӑҫу сунчӗ, хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Унӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсене куракансем композиторпа пӗрле шӑрантарчӗҫ. Чи хумхануллӑ самант - ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Гран-прие Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен София Смышляева илчӗ. Куракансем хушшинче ирттернӗ сасӑлавра та вӑлах ҫӗнтернӗ. Фестиваль сумӗ, шайӗ ӳссех пырать. Кӑҫал ачасен юрлас ӑсталӑхне Мускаври музыка искусствин халӑхсем хушшинчи академийӗн ректорӗ Ольга Попкова хак панӑ.  Ҫитес ҫул вара жюри йышне тӗнче шайӗнчи паллӑ хореографа чӗнме палӑртнӑ.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров