Чуна савӑнтармалли япаласем

Вологда тӑрӑхӗ чӗнтӗрсемпе паллӑ. Унти музей-заповедникре упранакан ҫыхса эрешленӗ япаласене Чӑваш наци музейне илсе килнӗ. Унччен экспозици Раҫҫейри тӗрлӗ хулара, Европӑри ҫӗршывсенче пулнӑ.

Вологда тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсем 16-мӗш ӗмӗртех черчен чӗнтӗрсем ҫыхнӑ. Авалхи ал ӗҫ вӑрттӑнлӑхне унти маҫтӑрсем паянхи кунччен упраса хӑварнӑ. Сӑмах май, ку - Вологда облаҫӗн бренчӗ. Чӗнтӗртен ҫыхнӑ япаласем унти патшалӑх музей-заповедникре упранаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашма тӗрлӗ ҫӗршывран туристсем килеҫҫӗ. Ӗлӗкех кашни маҫтӑр хӑйнееверлӗ эрешсем тунӑ. Ытларах ҫут ҫанталӑка сӑнарланӑ - ӳсен-тӑрана, чечексемпе кайӑксене. Ку курава Атӑл тӑрӑхӗнче пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Экспозицире - 70-е яхӑн япала. Курава "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех вологдӑсем Чӑваш наци музейӗн пуянлӑхӗпе паллашма пултарӗҫ. Раштав уйӑхӗнче унта "Кӗмӗл тумлӑ халӑх" курав ӗҫлеме пуҫлӗ

Алена Артемкина, Наталия Егорова, Вадим Владимиров