Чун-чӗрене ҫупӑрлакан сассен тыткӑнӗнче

"Дива" ушкӑн кӗске хушӑра ҫӗршывӗпех палӑрчӗ: куракансем ҫӗнӗлле янӑракан чӑваш юррисене хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Тӑватӑ ҫул каялла ҫуралнӑ проект тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтерме ӗлкӗрнӗ, унӑн хӳхӗм юррисене тӗп телеканалсем те кӑтартнӑ, интернетра та тупса итлеме пулать, анчах концерта пырса чӗррӗн курассине ним те ҫитмест.

Куракансем концерт пуҫлансанах чун-чӗрене ярса илсе ҫупӑрлакан сассен тыткӑнне лекрӗҫ: ахальтен "Тӗлӗнтермӗш" тесе ят паман хӑйсен проектне ушкӑна йӗркелекенсем. Залра ларакан кашни ҫын ҫак юрӑсен сӑмахӗсене ачаран пӗлет темелле, пӗрле юрлама та пултарать, анчах вӗсене джазпа регги, флейта, волторна, гитара, саксофон ҫӗнӗ сӗм кӳнӗ. Пирӗн мӑн асатте-асаннесемех юрланӑ рекрут, вӑйӑ, кӗреке, юрату юррисем темӗнле асамлӑ майпа хальхи итлекеншӗн ытла та ҫывӑх, ӑнланмалла, кӑмӑла ҫунатлантармалӑх хӳхӗм пулса тухнӑ. 

Ушкӑнра - Мускаври профессионал мусӑкҫисемпе Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем. Хӑйсен пуҫарӑвӗпе киленсе ӗҫлекенсем ҫумне пӗр шухӑшлӑ пултарулӑх ҫыннисем туртӑнма тытӑннӑ. Проект ҫурални 4 ҫул кӑна-ха, ҫапах "Дива" пӗтӗм тӗнчери темиҫе ӑмӑртура ҫӗнтерме ӗлкӗрнӗ. Пӗрремӗш альбомӑн хуплашкине Георгий Фомиряков этнофутурист художникӑн ӳкерчӗкӗпе илемлетнӗ. Сӑмах май, ҫав юрӑ пуххине тӗнчери чи лайӑх 40 альбом йышне кӗртнӗ. "Пирӗн тымарсем - ялта, пире авалхи тӑван культура малалла ӳсме сӗткен хӑватне парса тӑрать", - тет фойере концертпа ҫыхӑнтарса ятарлӑ курав хатӗрленӗ ӳнерҫӗ. Сцена ҫинчи фона нейросеть меслечӗпе хӑтланӑ, ҫапла вара кунта аваллӑхпа пуласлӑх тӗлӗнмелле майпа илемлӗн те илӗртӳллӗн ҫураҫнӑ.

Проект ертӳҫи, Руслан Соловьёв мусӑкҫӑ, композитор, уҫӑ саслӑ Шӑпчӑксен йӑхӗнчен тухни хушаматӗнченех паллӑ. Пӗчӗкрен кӗвӗ-ҫемӗ енне туртӑннӑ ачан чӗри тахҫан, иртнӗ ӗмӗрти 80-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех, чӑваш эстрадинче "Илем" ансамбль юррисем янӑраса кайсан, хускалнӑ - унӑн ҫакӑн евӗр чуна тивекен юрӑсен пуххине кӑларас килнӗ. Пӗр тӗвӗленнӗ ӗмӗт пурнӑҫа кӗнех.

Юнра пур пултарулӑх ӑруран ӑрӑва куҫатех. Хулара ҫуралса ӳснӗ Руслан Соловьёв ҫакна чунӗпе туйса, ӑс-тӑнӗпе ӑнланса илсен, тӑван чӗлхе хакне мала хума тытӑнсан уҫӑлнӑ та ун умӗнче ҫак ҫул - несӗлсен ҫулӗ. Ҫак ҫулпа утсан кӑна эпир - вӑйлӑ, хӑйнеевӗрлӗ, аслӑ тӗнчешӗн те кӑсӑклӑ. Ушкӑн малашне чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе усӑ курас тӗллевлӗ. Ҫулла авалхи салтак юррисемпе уйрӑм альбом кӑларасшӑн. 

Марина Карягина, Анна Филиппова, Вадим Владимиров