Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пултарулӑх сезонне уҫрӗ

Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче Чӑваш Республикин ертӳҫин гранчӗпе лартнӑ ҫӗнӗ программа пулчӗ.

Пандемине пула халӑх юратакан ушкӑнӑн кӑҫал ҫав тери кӑткӑс та йывӑр лару-тӑрура ӗҫлеме тивнӗ. Программӑна республикӑмӑр ертӳҫи гранчӗпе хатӗрлени ҫӗнӗ мелсем шырама хистет, паллах, вӑй кÿрет тата куракан умӗнчи яваплӑха та ÿстерет. Хальхинче ӑна хатӗрлекенсем пуҫламăшӗнчен вӗҫне ҫитиччен ăна пĕр спектакль евĕрлĕ тӑвас тенӗ. "Пурнӑҫ кустӑрми" тесе ят панӑ ҫӗнӗ программӑна. Ыттисенчен самаях уйрӑлса тӑрать вӑл. Концертӑн тӗп шӑнӑрӗ - режиссура сценарийӗ.

 

 Александр Осипов, Владимир Синдеев