Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче шахмат чемпионатне хатӗрленеҫҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшчен Шупашкар ҫӗршыври ӑста шахматистсене йышӑнӗ. Тӗп хулара арҫынсем тата хӗрарӑмсем хушшинче Раҫҫей чемпионачӗн суперфиналӗсем иртеҫҫӗ. Ӑмӑртусем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пулаҫҫӗ. 

Раҫҫейре кун пек форматпа чемпионат ирттересси аталансах пырать. "Шахматы в музеях" проекта ҫӗршыври шахмат Федерацийӗ тата Еленӑпа Геннадий Тимченко ыркӑмӑллӑх фончӗ пурнӑҫлать. Тӗллевӗ - спортпа искусствӑна пӗрлештересси, ҫак кӑткӑс сӗтел ҫи вӑййипе ҫынсене ытларах кӑсӑклантарасси. Ҫав вӑхӑтрах региона туризм тӗлӗшӗнчен аталантарасси. Ӑмӑртӑва килекен шахматистсем наци хӑйнеевӗрлӗхӗ, культури пирки пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа художниксен ӗҫӗсем урлӑ хамӑр халӑхпа ҫывӑхрах паллаштарасшӑн хӑнасене. Чемпионат тӗлне музейра 3 ҫӗнӗ экспозици хатӗрлеҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов