Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче "Ҫырансем" ятпа фотокурав уҫӑлчӗ

Вӑл Раҫҫейри сӑн ӳкерчӗксен конкурсӗнче палӑрнӑ чи лайӑх ӗҫсемпе паллаштарать.

Экспозицире 100 ытла ӗҫ. Вӗсем пурте фотоӳнерҫӗсен "Берега" конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнисем. Пултарулӑх тупӑшӑвне виҫҫӗмӗш ҫул Рязань хулинче Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Унта уйрӑм авторсем мар, ушкӑнсем ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ сӑн ӳкерме юратакансене пӗрлешме, ҫӗршыври чи лайӑх фотоклубсене тупса палӑртма пулӑшать. Конкурса кӑҫал Раҫҫейри 93 ушкӑн хутшӑннӑ. Пурӗ 6 пине яхӑн ӗҫ ярса панӑ. Шупашкарти фотоӳнерҫӗсен "Сад" пӗрлешӗвӗ "Берега" конкурсра 90 ытла ушкӑн хушшинче 15-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Эдуард Смородиновпа Юрий Стифонов ӗҫӗсене вара уйрӑмах палӑртнӑ, вӗсем финалистсем пулнӑ. 

 

Диана Иванова, Юрий Стифонов