Театр куракансене чӗррӗн кӗвӗ калакан оркестрпа кӗтсе илчӗ. Фойере - Вера Кузьминан пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан курав. Ӗмӗрне чӑваш театрне халалланӑ СССР халӑх артисчӗ хамӑршӑн кӑна мар, ҫӗршыври мӗнпур артистшӑн тӗслӗх.
Фестиваль хӑнисене саламланӑ май, Олег Николаев республика ертӳлӗхӗ культура ӗҫченӗсемпе пӗрле чылай ырӑ пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртме пултарнине палӑртрӗ. Ҫав шутра - театрти ырӑ улшӑнусем те: ахальтен мар юлашки вӑхӑтра зал тулли куракан.
Фестивалӗн чаршавне хамӑрӑн театр уҫрӗ: сцена ҫине пӗрремӗш хут Борис Манджиев лартнӑ "Хуркайӑк ҫулӗ" эпикӑлла драма тухрӗ. Чингиз Айтматовӑн "Материнское поле" повӗҫӗнчи тӗп сӑнар - Толгонай, вӑрҫӑран упӑшкипе виҫӗ ывӑлне кӗтсе илеймен кӑркӑс хӗрарӑмӗ, анчах кашни халӑх кураканӗ унра хӑйӗн амӑшне, аппӑшне палласа илет. Чӑвашла калаҫакан Толгонай Чӗкеҫ ятлӑ, куҫаруҫӑ, паллах ӗнтӗ, ытти сӑнарсене те чӑвашлатнӑ. Надежда Зубкова ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерсе вылякан вӑрҫӑ нуши витӗр тухнӑ хӑватлӑ хӗрарӑм тӑван уй-хир, Ҫӗр-анне умне чӗркуҫленсе чунне уҫать, ӑна ӑшӗнчи ыратӑвне каласа парса малалла пурӑнма вӑй-хал тупать.
Моноспектакльте пӗтӗм йывӑрлӑх пӗр артист ҫине тиенет: куракан ӑна икӗ сехет куҫран вӗҫертмест, унӑн пурнӑҫӗпе пурӑнма тытӑнса хӑй ӑҫта ларнине манса каять. Унӑн асилӗвне килекен упӑшкипе ывӑлӗсем, кинӗ калаҫмаҫҫӗ пулин те, эпир темле майпа вӗсен чунӗнчи сасса илтетпӗр. Режиссёр япаласене те этем чӗлхипе "калаҫтарать": кулленхи пурнӑҫри хатӗр-хӗтӗр, тӗрлӗ пурлӑх ҫын асапӗ умӗнче лӑпчӑнса пӗчӗкленет тейӗн.
Кашни кураканӑн шӑпипе мӗнле те пулин ҫыхӑннӑ истори паянхи кун пулса иртекен пулӑм пекех. Ҫавӑнпа вӑл пушшех пӑлхантарчӗ, лӑк тулли зал чылайччен алӑ ҫупрӗ.
Паян - фестивалӗн виҫҫӗмӗш кунӗ, каҫхине сцена ҫине тепӗр монодрама тухӗ: Алтай тӑрӑхӗнчен килнӗ "Эрдине" спектакль 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Марина Карягина, Виктор Степанов