Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх композиторсем 400 ытла юрӑ хайланӑ. Вӗсене тӑтӑшах радио-телевиденипе те илтме пулать. Чӑн-чӑн поэт сӑввисем ҫапла янрамалла та. Ҫакӑ сӑмах ӑстине вӑй-хал, хавхалану парса пырать. Унсӑрӑн поэзире йывӑр. Раиса Сарпи 1950-мӗш ҫулта Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхальте ҫуралнӑ. Документра вара ӑна кӑштах ҫамрӑклатса 51-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ пек ҫырнӑ.
Университет пӗтерсен Раиса Васильевна Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин уйрӑмӗн редактӑрӗнче тӑрӑшнӑ, Пукане театрӗн литература пайне ертсе пынӑ. "Пике" тата "Путене" журналсен тӗп редакторӗ пулнӑ. 98-мӗш ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университечӗн искусство кафедрин аслӑ преподавателӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗрлӗ тытӑмра тимленӗ вӑхӑтрах пӗр татӑлми поэзи ӗҫӗнче вӑй хунӑ. Сумлӑ поэт 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенче пичетленнӗ пин-пин сӑвӑ-хайлавсӑр пуҫне 10 ытла пьеса ҫырнӑ.
Салам сӑмахӗ илекенсем Раиса Сарпи пултаруллӑ куҫаруҫӑ пулнине те палӑртрӗҫ. Тӑван литературӑна вӑл тӗнче поэзийӗпе прозин шедеврӗсемпе пуянлатнӑ. Ку ӗҫре халӗ те тухӑҫлӑ тӑрӑшать.
Пултарулӑхне кура Раиса Сарпи чылай халӑх наградипе премипе тивӗҫнӗ. Ҫыравҫӑсем ӑна хӑйсен хушшинче Патша майрипе те, Жанна Д`аркпа та танлаштараҫҫӗ. Мускаври вырӑс писателӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Аринин вара Сарпи пултарулӑхӗ пурне те малалла ҫирӗппӗн утма вӑй-хӑват панине каларӗ.
СССР писателӗсен союзӗн пайташӗ Раиса Сарпи хӑй те ҫулне кура мар ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе, пысӑк тӗллевсемпе пурӑнать. Эпир те Раиса Васильевнана нумай-нумай ҫул ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлесе пурӑнма ҫирӗп вӑй-хал, ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов