Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 119 ҫул ҫитрӗ

Мухтавлӑ сӑвӑҫа, чӑваш литературин классикне сума суса ҫыравҫӑсемпе вулакансен ушкӑнӗ унӑн вилтӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ.

Чӑваш литературине халӑхӑн иртнӗлӗхӗ, хальхи пурнӑҫӗ тата пуласлӑхӗ ҫинчен тарӑн шухӑшласа ҫырнӑ сӑвӑ-поэмӑпа пуянлатнӑ сӑвӑҫ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ 55 ҫул каялла ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ, ӑна Мухтав аллейинче пытарнӑ. Унӑн вилтӑприйӗ мӑшӑрӗннипе, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьминаннипе юнашар.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Кириллова Петӗр Хусанкай юратнӑ юрӑ ҫаврисене аса илчӗ. Халӑх сӑмахлӑхне аван пӗлнӗ Сиктӗрме ывӑлӗ авалхи чӑваш юррисене илемлӗн янраттарнӑ, вӗсем пирӗн радио фондӗнче упранса юлнӑ.

Петӗр Хусанкай тӑван литературӑри кашни ӳсӗмшӗн савӑннӑ, ҫамрӑк ӑрӑва хавхалантарнӑ. Раиса Сарпипе Василий Кервен, Патӑрьел тӑрӑхӗн "Авангард" хаҫачӗн ҫамрӑк корреспонденчӗ пулнӑскерсем, поэтпа районти семинарта тӗл пулнине аван астӑваҫҫӗ.

Пухӑннисем палӑк умӗнче Пётр Петровичӑн сӑввисене анчах мар, каярахри тапхӑрта тӑван поэзие аталантарнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене те саспа вуларӗҫ: "вӗсен ӑсталӑхӗ Хусанкая савӑнтарнӑ пулӗччӗ" терӗҫ.

Петӗр Хусанкайӑн кашни чӑваш пӗлекен сӑвӑ йӗрки пире малашлӑха шанса ӗҫлеме вӑй парать:"Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!" 

Марина Карягина, Олег Цыпленков