Чӑваш халӑх артисчӗ Августа Уляндина пултарулӑхри  ҫитӗнӳсемшӗн патшалӑх наградине тивӗҫрӗ

Педагог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗн Хисеплӗ гражданинӗ. Халӑх вара ӑна тӑван культурӑна, юрра-кӗвве сарас енӗпе хавхаланса ӗҫленӗшӗн, хӑватлӑ сассишӗн, сцена ҫинчи пултарулӑхӗшӗн юратать. Чӑваш халӑх артисчӗ Августа Уляндина куракан умне тухнӑранпа 35 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май ентешӗмӗр пысӑк концерт ирттерчӗ. 

Августа Уляндинан кӗске хушӑрах халӑх чунне кӗрсе вырнаҫнӑ юррисем халӗ те куракан-итлекен асӗнче. Вӗсене пӑхмасӑр пӗлеҫҫӗ, пӗрле юрлаҫҫӗ, вӗсем шухӑша яраҫҫӗ те шалта хӗрӳ хӗлхем чӗртеҫҫӗ. Чӑннипех, Августа Васильевнан ҫулран-ҫул пуянланса пынӑ репертуарӗнче тӗрлӗ хайлав пур.

Пурнӑҫ, музыка янӑравӗ улшӑнса-ҫӗнелсе пынӑ май Августа Уляндина юррисене те хальхи варкӑш кӗрсе пырать. Халӑх юррисем, автор хайлавӗсем малтанхиллех тӗрлӗ ӑру ҫыннине кӑсӑклантарса савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ялан ҫӗннине шырани, тӗрлӗ меслетпе ӗҫлесе пӑхни пӗр вырӑнта чарӑнса тӑма памасть. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Пӗренеш ялӗнче ӳснӗ, Федор Павлов ячӗллӗ училищере, Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче пӗлӳ илнӗ юрӑҫӑн репертуарӗнче паян 200 ытла юрӑ. Вӑл шутра чӑвашлисем, вырӑслисем, тутарлисем, балладӑсемпе романссем, хальхи композиторсем хайланисем.

Чӑваш культури, тӑван чӗлхе, юрӑ-кӗвӗ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ май ҫамрӑксене те пултарулӑх ҫул-йӗрӗнче аталанма пулӑшать. Августа Васильевна "Чӑваш Ен" ансамбле ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ, каярах "Ярды" ушкӑн йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри аслӑ шкулсенче те пулас артистсене вӗрентет.

Уяв концертне Чӑваш халӑх артисчӗн пултарулӑхне юратакан тӗрлӗ регион ҫынни, ентешӗсем, пӗлӗш-юлташӗсем, республика Правительствинче ӗҫлекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Уявӑн сумлӑ хӑнисем йышӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев та пулчӗ. Августа Уляндинана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ "Республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе чысларӗ. "Эпӗ ҫемье умӗнче чӑтӑмлӑхӗшӗн парӑмра, куракан умӗнче - юратӑвӗшӗн, тӑван республика мана вӗрентрӗ, ӗҫ пачӗ, кунтах хамӑн пурнӑҫри тивӗҫӗме тупрӑм", - палӑртрӗ юрӑҫ Республика Пуҫлӑхне тав тунӑ май.

Алиса Александрова, Николай Яковлев