Иоганн Штраус, Сергей Рахманинов, Альфред Шнитке, Петр Чайковский... "Ревизор" хайлавра тӗнчипе паллӑ классиксен композицийӗсем янӑраҫҫӗ. Микрофон умӗнче актерсем повеҫе вулаҫҫӗ, симфони оркестрӗ вара постановкӑна юрӑ-кӗвӗпе илемлетет.
"Музыка тӗпелӗ" - хӑйнеевӗрлӗ проект. Вӑл хайлавра мӗн пулса иртнине юрӑ-кӗвӗ урлӑ лайӑхрах туйса илме, сӑнарсен кӑмӑлне пӗлме пулӑшать. Программӑна 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫулталӑкра вӗренекенсене 20 яхӑн концерт кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Пур постановкӑна та Пушкин карттипе курма пулать.
Постановка вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ӑна шкул ачисемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗренекенсем актерсене хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултараҫҫӗ. "Музыка тӗпелӗ" проекта Вӗренӳ тата Культура министерствисем пулӑшнипе йӗркелеме май килнӗ.
Диана Иванова, Святослав Петров