Чӑваш Енре чӳк уйӑхӗнче пулакан Тӗрӗ кунне хатӗрленеҫҫӗ

Пӗлтӗр анлӑ иртнӗ "Сурпан пӗрле" акци евӗр кӑҫал кашни районтах ӑстасем тӑван тавралӑх карттине тӗрлеҫҫӗ.

Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне вӗсен ӗҫӗсене пӗрлештерсе республикӑн эрешлӗ карттине пухса хатӗрлемелле.

Римма Парферьева кашни кунах ӗҫ хыҫҫӑн каҫхи шӑплӑхра тӑван Елчӗк районӗн карттине тӗрлеме ларать. Халӗ ку ӗҫ вӗҫленнӗпе пӗрех. Чун киленӗҫӗпе уйӑх ҫурӑ аппалантӑм, тет ал ӗҫ ӑсти. Хуҫалӑхра ӑнсӑртран ӳксе ал-урина амантнӑ хыҫҫӑн Шупашкара килме тивнӗ унӑн. Ҫавах та шанса панӑ яваплӑ ӗҫе пӗр кун та алӑран яман вӑл. Римма Витальевна 30 ҫул районти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче тӑрӑшать. Тӗрӗ-ҫӗвӗ ӗҫне никамран лайӑх пӗлет тесен те юрать. Тӑван тавралӑх карттине тӗрленӗ чух вӑл кашни ял тӑрӑхӗн уйрӑмлӑхне шута илме тӑрӑшнӑ.

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин