Мурманск облаҫӗнчен 2 пине яхӑн ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чӑваш Ене ачасем халӗ картта ҫинче ҫӑмӑллӑнах тупаяҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхри паллӑ вырӑнсем, чӗрчунсемпе ӳсен-тӑран тӗнчи пирки вара ыттисене те каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Чӑваш халӑхне халалланӑ ӗҫ-пуҫа ирттерме садикре тӗплӗ хатӗрленни куҫкӗрет. Наци ҫи-пуҫӗпе эрешӗсене ашшӗ-амӑшӗ интернет-лавккара шыраса тупнӑ. Мурманскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ те пулӑшнӑ - кил тӗрӗшри япаласемпе, тӗрӗллӗ ал шӑллисемпе, тухья-масмакпа тивӗҫтернӗ. Воспитательсемпе ачасем хавхалансах чӑваш вӑййине, ташшине вӗреннӗ.
Ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашма "Гномики" ушкӑна ҫӳрекен 5 ҫулти Юля Дятлова пулӑшнӑ. Хӗр ачан амӑшӗ - чӑваш, Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Ҫуллахи каникула та Юля Чӑваш Енре ирттерет. Тантӑшӗсене вӑл хӑй юратнӑ чӑвашсен апачӗ, уявӗ пирки каласа панӑ. Сӑвӑ та вӗреннӗ.
"Гномики" ушкӑна ҫӳрекенсем пирӗн халӑх пурнӑҫӗпе, культурипе садикри ытти ачасене те паллаштарас тенӗ. Чӑвашла тумланса вӗсем патне хӑнана кайнӑ. Ҫакнашкал ӗҫ-пуҫ тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентет, ачасен тавракурӑмне анлӑлатма пулӑшать, - теҫҫӗ воспитательсем.
Екатерина Фомина