Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе хатӗрленӗ премьера 

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 103-мӗш сезона премьерӑпа уҫма хатӗрленет. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пултарулӑх ушкӑнӗ "Песнь о земле, что рождала мужество..." концерт программипе сцена ҫине тухӗ. 

Ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшнипе лартнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме 5 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.  Ҫӗнӗ программа  питӗ кӑсӑклӑ, вӑл юрӑ-ташӑ урлӑ тӑван ҫӗршывӑн тӗрлӗ тапхӑрти пулӑмӗсене сӑнарлать, паттӑрлӑх тата юрату ыйтӑвӗсене хускатать.  

Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко балетмейстер палӑртнӑ тӑрӑх, концерт кӑсӑклӑ та хӑйне евӗрлӗ номерсемпе пуян.  Чи кӑткӑс та йывӑр  ӗҫсенчен пӗри - "Раҫҫей паттӑрӗсем" сыпӑк. Ӑна Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене - ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене - халалланӑ. Артистсем валли ҫар тумӗ ҫӗлеттернӗ. Ҫак номере хатӗрленӗ вӑхӑтра ташӑҫсем каратэ ӑсталӑхне те  алла илнӗ.

Артистсен ҫи-пуҫӗсен эскизӗсене Катерина Тонюшкинӑпа Ольга Савинова дизайнерсем хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн илемлӗ чӑваш костюмӗ ҫӗленӗ. Ҫавӑн пекех пуян реквизит ӑсталанӑ - сцена ҫинче чӑн-чӑн бронепоезд та пулӗ. Кӗвӗшӗн  Питӗрти ҫамрӑк композитор Артём Аретов яваплӑ. Вӑл  Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет. Пӗлтӗр сцена ҫине кӑларнӑ "Чӑваш тӗнчи" концерта унпа пӗрле хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ программӑра паллӑ чӑваш композиторӗсен - Фёдор Павловӑн, Василий Воробьёвӑн, Герман Лебедевӑн, Геннадий Максимовӑн - кӗввисем те янӑрӗҫ.

Халӗ артистсен хӗрӳ тапхӑр. Сцена ӑстисем ир пуҫласа каҫченех репетицисем ирттереҫҫӗ. 

Премьерӑна Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пахалама пулать. Тепӗр хут ӑна раштав уйӑхӗн иккӗмӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче лартма  палӑртнӑ. 

Елена Дмитриева, Алексей Енейкин.