Чӑваш академи драма театрне "Куйкӑрӑш" ҫӗнӗ спектакле курма зал тулли куракан пуҫтарӑнчӗ

Борис Манджиев режиссёр Валентина Мишанина пьесипе лартнӑ мистикӑллӑ камит, тӗрӗссипе - юмах, чухӑн хресченӗн ӗмӗчӗпе тӗлӗкӗ чӗрӗлсе тӑни. Куракан унта паянхи пурнӑҫ чӑнлӑхне, хӑйне е пӗр-пӗр пӗлӗшне палласа илет.

Этемӗн юмахри пек пурӑнас ӗмӗчӗ ӗмӗртен пулнӑ, анчах ырлӑх пуҫ ҫине хӑй тӗллӗн йӑтӑнса анмасть. Халӑх мифологийӗнче пурӑнакан Куйкӑрӑш сӑнарӗ ахальтен мар ӗҫчен, анчах ӑна тӗрӗс хушусем пама пӗлмелле, ырӑ ӗҫ тутармалла. Спектакле Республика Пуҫлӑхӗн "Яркое лето Чувашии" проектпа килӗшӳллӗн сцена ҫине кӑларнӑ. 

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Борис Манджиев калмӑк режиссёрӗ лартнӑ иккӗмӗш спектакль ку. Пушкӑртстанран килнӗ Рамиза Мухаметшина пластика режиссёрӗ те, Питӗртен чӗнсе илнӗ Мария Шуплецова художник та, ҫутӑпа ӗҫлекен Михаил Добрышин та Чӑваш Енре пӗрремӗш хут мар - вӗсен аллине тимлӗ куракан уйӑрса илме те хӑнӑхрӗ-тӗр. Сцена ҫинчи 5 алӑк "хӑйне хӑй" куҫса ҫӳресе пьесӑра хывнӑ мӗнпур шухӑша туллин уҫма май параҫҫӗ. 

Хитре ӗмӗчӗсемпе киленекен чухӑн Петӗркке тӗлӗкӗнче пӑтӑрмахлӑ тӗлӗнтермӗшсен тыткӑнне лекет. Тухатмӑш арӑмӗ автан ҫӑмартинчен пусса кӑларнӑ телей кайӑкӗн хуҫи пулса тӑнӑ мучи куҫ умӗнчех пуйса каять: Куйкӑрӑш вӑл мӗн ыйтнине йӑлтах пурнӑҫа кӗртет. Янтти, ҫӑмӑллӑн килнӗ ырлӑх такамӑн пуҫне те анратса ярӗ.

16-ри Униҫҫе ролӗнче - Елизавета Казначеева ҫамрӑк артист, вӑл Антонина Казеевӑпа ылмашӑнса вылять. Кашни ҫитӗннӗ хӗр пекех, вӑл ҫул йӳппинче тӑрать: мӗн вӑйлӑрах илӗртет ӑна, ҫав туртса илет. Куйкӑрӑш парнеленӗ хӗрлӗ атӑ, чаплӑ кӗрӗк пикен куҫне алчӑраттарать, ӗҫлесе илмен пуянлӑх ӑна та улӑштарать.

Спектаклӗн чӑн пахалӑхӗ, пирӗн шутпа, ҫамрӑк артистсем хӑйсен тантӑшӗсене шухӑша янинче. Залра хӗрсемпе каччӑсем йышлӑ пулни те ҫакна ҫирӗплетет. Телее епле тивӗҫмелле? Мӗнле тӗрӗс пурӑнмалла? 

Спектакле тепӗр хут ҫуллах курма пулать, вӑл утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сцена ҫине тухать.

Марина Карягина, Святослав Петров