Чӑваш академи драма театрӗнче "Ĕмĕре çутатакан шăпасем" асӑну каҫӗ иртрӗ

Пётр Медиков, Иван Краснов, Григорий Филиппов, Валериан Лебедев актёрсен ячӗсем чӑваш театр ӳнерӗн историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑватӑ сцена ӑстине асӑнса асилӳ каҫӗ иртрӗ. 

"Ĕмĕре çутатакан шăпасем" - ҫапла ят панӑ мухтава тивӗҫлӗ тӑватӑ маҫтӑра халалланӑ  асӑну каҫне. 1918 ҫулта Хусанта пуҫланса кайнӑ Чӑваш театрӗн аталанӑвӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Чӑваш халӑх артисчӗ Валериан Лебедев, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Григорий Филиппов, Пётр Медиковпа Иван Краснов чаплӑ актёрсем - хальхи ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх.
Пётр Медиков ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ, вӑл И. С. Максимов-Кошкинский Хусанта йӗркелесе янӑ ушкӑнра артист ӗҫне пуҫлакансенчен пӗри. Вӑл тарӑн шухӑшлӑ драма актерӗ пулнӑ, сцена ҫинче 50 ытла сӑнар калӑпланӑ, ҫав шутра - Хаяр Иван та, "Айтарта" вара Ахтупай тата Айтар, "Нарспире" Михетер. Пётр Медиков 1930-мӗш ҫулта "Чӑвашкино" ӳкернӗ «Киремет кати» ятлӑ сассӑр фильмра ӳкерӗннӗ. 1941 ҫулта ӑна ним айӑпсӑр «халӑх тӑшманӗ» тесе хупнӑ.

Иван Краснов ҫуралнӑранпа вара - 110 ҫул. Вӑл ГИТИСран вӗренсе тухнӑ артист, вӑрҫӑ ветеранӗ. Театрта нумай сӑнарсем вылянисĕр пуҫне, вӑл режиссер, педагог пулса ӗҫленӗ, чӑваш ҫамрӑкӗсене сцена ӑсталӑхне вӗрентме студи уҫмашкӑн шухӑш панӑ. Муркаш районӗнче колхоз театрне йӗркелесе янӑ вӑл. Ентешӗсемпе тӑванӗсем ӑна хисеплесе асӑну хӑми уҫни ҫинчен каласа пачӗҫ, ачалӑхри самантсене аса илчӗҫ.

Григорий Филиппов ҫуралнӑранпа - 100 ҫул. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Пукане театрĕнче, куҫса ҫӳрекен колхоз театрӗнче тата Академи драма театрӗнче 100 ытла ҫивӗч темпераментлӑ сӑнар калӑпланӑ, каярахпа Оперӑпа балет театрӗнче директор ҫумӗ пулса вӑй хунӑ. Ҫывӑх ҫыннисем театр архивне вӑл 1953-мӗш ҫултанпа пухса пынӑ автографлӑ програмкӑсен пуххине парнелерӗҫ.

Валериан Лебедев 95 ҫул каялла Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ГИТИСра пӗлӳ илнӗ, уйрӑмах камитсенче ӑста вылянӑ теҫҫӗ. Паллӑ композиторӑн, Чӑваш гимнӗн авторӗн Герман Лебедевӑн шӑллӗ Музыка театрĕн директорĕнче те ӗҫленӗ. 

Чӑваш театр ӳнерне ҫӳллӗ шая ҫӗкленӗ паллӑ артистсен сӑнарĕсем халӑх асӑнче пурӑнӗҫ, вӗсен пултарулӑхӗ малашне те тӑван культурӑна аталантарма хавхалантарса тӑрӗ.

Марина Карягина, Святослав Петров