Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫине "Мӑнаккасем" тухаҫҫӗ

Ку вӑл Александр Коровкин пьесипе Алексей Герасимов режиссер лартнӑ постановка. Ҫӗнӗ сезонти пӗрремӗш премьерӑна куракансем паян хаклама пултарӗҫ. 

Кулленхи ӗҫсене, шухӑшсене театр тулашӗнче хӑварса сцена ҫинчи пурнӑҫа пуҫӗпех путса, канса курмалли ҫӑмӑл, кулӑшла, кӗтменлӗх ҫине кӗтменлӗх кӑларса тӑракан спектакль. Ҫак жанра камитре фарс теҫҫӗ. 

Розӑпа Грета пӗртӑван-кинемисем авалхи капмар та илемлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ. Хула варринче вырнаҫнӑскер истори пӗлтерӗшлӗ пуянлӑх шутланать. Ӑна вырӑнти тӳре-шара куҫ хывнӑ та аппӑшӗпе йӑмӑкне пӗр канӑҫ та памасть. Кивелнӗ ҫуртран куҫармалли программӑпа сӑлтавласа, илӗртсе те улталаса ҫӗре туртса илесшӗн, ватӑсене хула хӗрне, пӗчӗк те тӑвӑр хваттере куҫарасшӑн. Пысӑк укҫашӑн ҫунакан тӑванӗсем те тӗлӗрмеҫҫӗ. Тӗп сӑнара калӑплакансем - РСФСР халӑх артисчӗ Нина Яковлева тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова. Ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗрне ирттернӗ ҫурта тем тесен те ишсе ҫӗрпе танлаштарма парасшӑн мар мӑнаккасем. "Пысӑк" ҫынсене тӗрлӗ меслетпе сивӗтме хӑтланаҫҫӗ. Кӗтмен-туман ҫӗртен, хӑйсем сисмесӗрех пӑтӑрмах та кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Алиса Александрова, Леонид Петров