Ҫӗршыври маҫтӑрсем 23-мӗш хут ал ӗҫ ӑсталӑхӗн конкурсне пухӑнчӗҫ

Тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗрки, хӑйнеевӗрлӗхӗ, тӗссен уйрӑмлӑхӗ ал ӗҫӗнче. Хӑшӗ кӑмӑл-туйӑмне, наци илемне тӑм савӑт-сапара кӑтартса парать, кам ал тутринче эрешлет, хӑшӗ хӑва хуллинчен ытарма ҫук япаласем касса кӑларать.

Ҫулталӑкра пӗрре Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи маҫтӑрсем Чӑваш Енре иртекен "Ӑста Раҫҫей" конкусра тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫалхипе 23-мӗш хут.

Тараватлӑ Чӑваш Ен хӑнасене яланхилле ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илет. Саха-Якути тӑрӑхӗнчен, Алтайран, Волгоград, Курган облаҫӗнчен, Пушкӑртран, ытти ҫӗртен… Кашни ӑста ӑмӑртӑва хавхалануллӑ туйӑмпа, харпӑр хӑй регионӗн культура пуянлӑхӗпе, йӑли-йӗркипе паллаштарас кӑмӑлпа килсе ҫитнӗ. Вӗсене ӗҫлеме меллӗ пултӑр тесе палаткӑсем лартнӑ. Маҫтӑрсем 12 номинацире хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.  Ҫут ҫанталӑкри ал айӗнчи материалсем курма килнисен куҫӗ умӗнчех тӗрлӗ чӗр чуна ҫаврӑнаҫҫӗ, пир татӑк ҫӗвӗ хыҫҫӑн ҫӗвӗ тӗрӗпе илемленет, ҫӑм чӑмакки ҫинче тӗрлӗ сӑн-сӑпат ҫуралать. Чӑвашсем те ятлӑ-сумлӑ фестивале ҫулленех хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва килсе ҫитнӗ маҫтӑрсене хӑйсен ӗҫӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халаллама сӗннӗ.  

"Русь мастеровая" конкурс-фестиваль ҫӗнтерӳҫи Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн парнине тивӗҫет. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ авторӗн ятне паян Хӗрлӗ Тӳремри уявра пӗлтереҫҫӗ. Улахри пек пӗр лапамра пуҫтарӑнакан тӗрлӗ халӑхран тухнӑ маҫтӑрсем вара Шупашкарти тӗлпулӑва сумлӑ ҫӗнтерӳшӗн кӑна мар, пӗр-пӗринпе хутшӑнса туслӑха татах та ҫирӗплетес тесе пухӑнаҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров.