Ҫӗршывра Чӑваш Ен пуҫарӑвӗпе Раҫҫей карттине тӗрлесси малалла пырать

Проекта ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра пахалӗҫ. Хатӗр карта кайран федерацин мӗнпур округне ҫитмелле.

Пирӗн пата Амур тӑрӑхӗ пулас карттӑри хӑйӗн сыпӑкне мӗнле тӗрленине кӑтартакан видеокадрсем ҫитрӗҫ. Ҫак ӗҫпе виҫӗ маҫтӑр икӗ уйӑх ларнӑ, Надежда Доргунова культура министрӗ те тӗрлеме хутшӑннӑ. Унта, тӗрлӗ наци пурӑннине шута илсе, нумай эрешпе, техникӑпа усӑ кураҫҫӗ, Амур ҫӗрӗ мӗнпе уйрӑлса тӑнине те кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш тӗрри музейӗн ертӳҫи Надежда Сельверстрова почта урлӑ куллен темиҫе тӗрӗ йышӑнать. Хальлӗхе 60 яхӑн сыпӑк ҫитнӗ те ӗнтӗ. "Маҫтӑрсен алӑ ӑшши урлӑ маншӑн ҫӗнӗ Раҫҫей уҫӑлса пырать", тет Надежда Аркадьевна кашни тӑрӑхӑн уйрӑмлӑхӗнчен, ӑсталӑхӗнчен тӗлӗнсе. Мӗнпур регионти маҫтӑрсем пӗрлехи ҫак пысӑк ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Пуҫаруҫӑсем ака уйӑхӗн варриччен тӗрӗсем пӗтӗм ҫӗртен килсе пӗтессе шанаҫҫӗ. 

Марина Карягина, Виктор Степанов