Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчӗ -премьера

Куракансем Федор Достоевскийӗн "Преступление и наказание" хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ постановкӑна хаклама пултарчӗҫ. Иван Чигасов ҫамрӑк режиссер классика произведенине неонуар жанрӗпе калӑпланӑ. 

Ку - шкул программинчи произведени. Ҫавӑнпа та спектакле хатӗрлекенсем умӗнче пысӑк тӗллев тӑнӑ - ҫамрӑк куракана илӗртесси. Ҫак тӗллевпех постановкӑна неонуар жанрӗпӗ лартас тенӗ. Тӗрӗссипе, ку вӑл Голливудри кинематографи тӗсӗ. Неонуарта пӗтӗмпех хура-шурӑ, ҫав вӑхӑтрах мӗн те пулин янкӑр тӗспе уйралса тӑрать - грим е тумтир пайӗ. Постановка хӑйнеевӗрлӗ пулин те романӑн тӗп шухӑшне хӑварнӑ.

Паллах, романа туллин пӗр спектале кӗртме йывӑр. Ҫавӑнпа та кунта уйрӑм сюжета - преступлени тунине тата ӑна тӗпченине суйласа илнӗ. Тӗп роле Владимир Свинцов вылять. Раскольников сӑнарне калӑплама ҫӑмӑл мар пулнине палӑртрӗ вӑл. Кунта кӑмӑла кулӑ, макӑрни, курайманлӑх урлӑ кӑтартса пама пӗлмелле. Постановкӑри ытти артистсем те нумай тӑрӑшнӑ.

Куракансен йышӗнче, чӑнах та, ытларах студентсемпе шкул ачисем пулчӗҫ. Вӗсем спектакль интереслӗ пулнине палӑртрӗҫ. Ытти усӗмрисене те ҫӗнӗ постановка кӑмӑла каясса шанаҫҫӗ театр ӑстисем.

Диана Иванова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров