Чăваш çамрăкĕсен театрĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Анлă фойере ачасене чи малтанах уяв йĕркелÿçисем вăйă выляттарчĕç, ун хыççăн пурте пĕрле Христос çуралнине халалланă тропарь юрларĕç, Хĕл Мучипе пĕрле ташларĕç. Акă уявăн чи савăнăçлă саманчĕ те çитрĕ: ачасене зала «Морозко» спектакль курма чĕнчĕç. Ăна лартаканĕ – Шупашкарти Христос Чĕрĕлнĕ ятпа никĕсленĕ чиркÿри вырсарни шкулĕ. Çак театра 17 çул каялла йĕркеленĕ. Спектакльсенче ачасем те, çитĕннисем те выляççĕ. Халиччен вĕсем хăйсен пултарулăхне Чăваш Енри тĕрмесенче кăтартнă. Чиркÿ настоятелĕ, вырсарни шкулĕн ертÿçи Алексей Павлов протоиерей çакă вăл театрăн тĕп çул-йĕрĕ тесе палăртать. Хальхинче вара артистсен православи тĕнĕпе пурăнакан куракансен умĕнче спектакль лартма тиврĕ. Залра ларакансем ăна хапăлласа йышăнчĕç. Çак ушкăна йĕркелекенĕ малтан Пукане театрĕн тĕп режиссерĕнче ĕçленĕ Татьяна Морева пулнă. Унăн ĕçне ывăлĕ – Шупашкарти Введени чиркĕвĕнчи Андрей Амирханян диакон – малалла тăсать. Вăл чиркÿре ирттерекен кĕлĕсенче сăнÿкерчĕксем тăвать, паллă фотограф. Спектакльсене вăл питĕ тăрăшса, тĕплĕ хатĕрлет. Артисчĕсем те, чылайăшĕ çемйипех, хаваспах театр ушкăнне çÿреççĕ.
Раштав ёлкин тĕп тĕллевĕ – вырсарни шкулĕсене çÿрекен ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене уяв кăмăл-туйăмĕ парнелесси. Çакна пурнăçлама май килчĕ тесе шутлаççĕ йĕркелÿçĕсем.
Ырăпа усал хирĕçтăрăвĕнче ырри яланах çиеле тухнине сăнарлакан спектакле режиссерпа артистсем пурне те кăтартма хатĕр. Кăмăл тăвакансене Шупашкарти Христос Чĕрĕлнĕ ятпа лартнă чиркĕве пыма чĕнеççĕ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова