Ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне премьерӑпа уҫма хатӗрленеҫҫӗ

«Пушкин карттипе» Ҫамрӑксен театрӗнче те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Унта шӑпах ҫӗнӗ пултарулӑх сезонне хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Куракансем умне артистсем ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑмпа, вӑй-хӑватпа тата ҫӗнӗ постановкӑпа тухӗҫ - Ольга Туркай пьесипе лартнӑ "Савтепи" юмахпа. 

Тӗп сӑнар - тӑлӑх ӳснӗ хӗр Савтепи. Савнийӗ Акмане вӑрҫӑ хирӗнче хыпарсӑр ҫухалсан, хӑй пурнӑҫне хӗрхенмесӗр, нимӗнле хӑрушлӑхран асӑрханмасӑр ҫула тухать. Умри чӑрмавсене сире-сире ҫӳлти вӑйсем, ҫут ҫанталӑкри ытти хӑватсем патне ҫитет. Халӑх мифологийӗ пуян та анлӑ. Халапсем тӑрӑх, чӑваш тӗнчи 4 сийрен тӑрать. Пьеса авторӗ куракан кӑсӑкланса кайса унӑн тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшне, анлӑшне хӑй тӗллӗн тӗпчес шухӑш патне ҫиттӗр, тенӗ. Ҫавӑнпах-и, тен, тӗп героя та вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫулҫӳреве кӑларса янӑ. Савнӑ тусне шырама тухнӑ хӗр те асамлӑ юрату туйӑмӗпе ҫунатланса малтан-мала утать. 

Алиса Александрова, Николай Семенов, Вадим Владимиров