Авалхи ҫурта ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ

Хӗрлӗ Чутайра 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчех тума пуҫланӑ истори пӗлтерӗшлӗ шкул ҫуртне юсаса пӗтереҫҫӗ. Кӗҫех унта ӳнер галерейи уҫӑлӗ. Реставраци ӗҫӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ паллашрӗ.

Республика шайӗнчи культура эткерлӗхӗ шутланакан икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт халь-халь ассӑн сывласа иккӗмӗш пурнӑҫ пурӑнма пуҫлать. Кӑҫал кунта пысӑк юсав ирттерсе авалхи ҫурта ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 37 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май культура объектне никӗсрен пуҫласа тӑрри таранччен ҫӗнетнӗ. Палӑртнӑ ӗҫсен 99 процентне вӗҫленӗ теме юрать.

Иртнӗ ӗмӗрте шкул ҫурчӗ пулнӑ культура эткерлӗхӗ халӗ ҫуммӑн ларакан "Ҫын тата ҫут ҫанталӑк" музейӑн пайӗ шутланать. Ҫавӑнпа та вӑл текех малтанхи пек тӑлӑххӑн лармӗ. Кунта кӗҫех чӑн-чӑн ӳнер галерейи ӗҫлеме пуҫлӗ.

Авалхи зодчество мелӗсене усӑ курса тунӑ ҫуртра ал ӗҫ ӑстисен пӳлӗмӗсем те пулӗҫ. Ҫапла майпа вӑл ҫитӗнекен ӑрӑва ӳнер тӗнчин пуянлӑхӗпе пур енлӗн паллаштаракан центр пекех пулӗ. Тӗплӗ юсав ҫак уйӑхра вӗҫленмелле. 

Алексей Енейкин, Диана Иванова, Виктор Степанов