Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи пысӑках мар Урай Макаҫ ялӗ таврари ытти ялсемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче. Ҫулран-ҫул кунти астӑвӑм комплексӗ ҫӗнӗ палӑксемпе, аллейӑсемпе илемленсе пырать. Ырӑ ӗҫе пуҫараканӗ вара ялӑн мухтавлӑ ҫынни Христофор Макаров. Вӑрҫӑ ветеранӗн ывӑлӗ мӗн ҫамрӑкран ҫапла ырӑ тӗллевпе пурӑннӑ.
Ҫапла, ял хастарӗсем пӗрле пухӑнса 1995-мӗш ҫулта ҫак палӑка лартнӑ, унтан часовня тунӑ. Салтаксен ячӗсемпе уйрӑм 36 палӑк вырнаҫтарса вӑрҫӑ ветеранӗсен аллейине уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн репресси саманинче сӑлтавсӑр айӑпланса шар курнисен ячӗпе пысӑках мар монумент лартнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вара паттӑр хуласен аллейине йӗркеленӗ.
Халӗ вара иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май Христофор Макарович ҫине тӑнипе ураймакаҫсем ҫӗнӗ объект хатӗрленӗ. Ҫак инсталляци 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшне сӑнлать. Унта Сталинградри ишӗлнӗ ҫуртри арканмасӑр юлнӑ пӳлӗм курӑнать. Ҫуммӑнах, мачча витӗр шӑтарса тухнӑ авиабомба халь-халь ҫурӑласла курӑнать. Ҫак ӗҫе тума Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров та пысӑк пулӑшу панӑ.
Европӑри ҫӗршывсем аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ палӑксене аркатса историе хӑйсене кирлӗ пек ҫавӑрттарнӑ чух ҫак чӑнлӑх тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн темрен те хаклӑ пулӗ. Хӑнасене вара ураймакаҫсем салтак пӑттипе тата вӗри шӳрпепе хӑна турӗҫ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов