Экспозици хӑйӗн пуянлахӗпе тыткӑнлать. Кунта мӗн кӑна ҫук пулӗ: тӗрленӗ костюмсем, арҫын кӗписем, туй тата тур кӗтессине ҫакмалли алшӑллисем, минтер пичӗсем, тӗртнӗ пиҫиххисем, салфеткӑсем, сумкӑсем тата ытти те. Ӑстасем кашни ӗҫне чунне парса туни сисӗнет.
Сергей Кольцов мӗн пӗчӗкрен тӗрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫитӗннӗ ҫемӗн ӑсталӑхне аталантарсах пынӑ. Паян вӑл - профессиллӗ музей ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти валли Чӗмпӗр облаҫне сӑнлакан пая хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех маҫтӑр авалхи халӑх тӗррин коллекционерӗ. Экспозицире пухнӑ япаласене те курма пулать. Наталья Новоселец - театр режиссерӗ тата сцена тумӗсен профессиллӗ ҫӗвӗҫи. Вӑл чӑваш эрешӗсене вӗренмелли ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Ҫапла майпа халӑх пуянлӑхне упраса хӑварас тесе тӑрӑшать. Уявра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи "Илем" фольклор ушкӑнӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ. Хӑнасене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев ӑшшӑн саламларӗ.
Курава Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине нумай ҫул ертсе пынӑ Олег Мустаева халалланӑ.
Пухӑннисем кураври ӗҫсене пысӑка хурса хакларӗҫ. Кунта тӗлӗнмелли те, вӗренмелли те ҫителӗклӗ. "Чӗмпӗр тӗррисем" куравпа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшчен паллашма пулать.
Марина Белякова, Вадим Владимиров