Аслӑ Ҫӗнтерӳпе пӗр ҫулта

Кӑҫал ака уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 75 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилее хӑнӑхнӑ йӗркепе 8 уйӑх иртсен тин уявлама май килнӗ.

Юбилейра коронавируса пула кӗтнӗ чухлӗ хӑна йышӑнма май килмен. Театра пуҫарса яракансем те ӑна 1945-мӗш ҫулта уҫнӑ чухне ҫапларах лару-тӑрура пулнӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ, анчах ун ҫинчен ҫынсем пӗлмен. Темле йывӑр тапхӑрта та ҫӗршыв ҫамрӑксене тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хунӑ. Театр хӑйӗн йӑли-йӗркипе пурӑнать. Артистсем туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хисеплесси пирки ҫырнӑ ырӑ юмахсене сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Семен Антонов