Апашри халӑх театрӗ куракансене ҫӗнӗ спектакльпе паллаштарма хатӗрленет 

Шупашкар районӗнчи Апашри культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗнтӗ Ольга Ерилеева ертсе пыракан халӑх театрӗ ӗҫлет. Вӑл 34 ҫул каялла драма кружокӗ пек йӗркеленсе аталаннӑ. Паян театр куракансем умне 35-мӗш спектакльпе тухать.

"Калуш кайрӗ Атӑла" пьесӑна, унӑн авторӗ Алина Ахверина каланӑ тӑрӑх, ялти культура ҫурчӗсенчи драма кружокӗсем валли чӗрӗк ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Ун чухне халӑх пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулмарӗ, кулленхи йывӑрлӑхсене сирес тесе, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗри "клуб артисчӗсем" пӗр тапхӑр ҫак пьесӑпа лартнӑ спектакле ялсем тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ, кулӑшпа куракансен кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Халӗ камите апашсем лартма шут тытнӑ.

Спектакльте тивӗҫлӗ канурисем те, вӑтам ӳсӗмрисемпе ҫамрӑксем те выляҫҫӗ. Режиссёрӗ - Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Ерилеева. Вӑл Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ ячӗпе хисепленекен Апаш халӑх театрне чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Художникӗ те яланхиех - Владимир Борисов. "Декораци ҫӗнӗлӗхпе илӗрттӗр, улӑштарса тӑма меллӗ пултӑр тесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшлани те пулкалать, тепӗр чухне вӑл тӗлӗкре те тӗлленет", - тет Владимир Борисович. Режиссёрӑн - хӑйӗн пуҫ ыратӑвӗ.

Халӑх театрӗнче вылякансемшӗн сцена ҫине ҫын шӑпине кӑтартма тухасси - хушма ӗҫ. Тӗрӗсрех, киленӗҫ, чун йӑпатмӑшӗ. Театрсӑр пурӑнма пултарайманни, ахӑртнех. Вӗсем ҫукран пур тума хӑнӑхнӑ - ӳпкелешсе, пулӑшу кӗтсе лармаҫҫӗ, ҫапах та патшалӑх театрӗсен йывӑрлӑхӗ вӗсене те тивет.

Калушӗ Атӑла кайнипе мӗнле пӑтӑрмаха кӗрсе ӳкнӗ-ши спектакльти сӑнарсем - ҫакна паян каҫхине Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апаша ҫитсе пӗлме пулать пуль тетпӗр.

Марина Карягина, Николай Семёнов