Александр Осипов композитор тӑван чӗлхене халалласа ҫырнӑ мессӑна пахаларӗҫ 

"Музыка урлӑ чуна уҫса". Ҫапла ятпа Наци вулавӑшӗнче Александр Осипов композиторӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Унта кӗвӗ ӑсти хайланӑ мессӑна пахаларӗҫ. 

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ "Тӑван чӗлхене сӑвапласа хывнӑ кӗлле", Юрий Сементер поэми тӑрӑх Александр Осипов хайланӑ мессӑн сыпӑкне шӑрантарать. Ӑна композитор 5 ҫул ҫырнӑ.

Ҫӗнӗ хайлава композитор тӑван халӑхӑн ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пынӑ кӗвӗ хатӗрӗсен янравне туйса шӑрҫаланӑ. Ҫавна май месса чӑннипех те историллӗ пулса тухнӑ.

Тӑван чӗлхене сума суса хайланӑ 15 пайран тӑракан музыкӑлла кӗлӗ халӑхра несӗлсен умӗнчи яваплӑха ӳстерсе музыка культурин шайне ҫӗклеме тивӗҫ произведени пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче те тӑрӑшнӑ май фольклорӑн кӑткӑс саманчӗсене чылай тӗпченӗ Александр Аркадьевич. Ҫак пуянлӑха ҫӗнӗ варкӑш пама тӑрӑшнӑ.

"Телеюрӑ" концертсен ярӑмне 23 ҫул йӗркелесе пынӑ юрӑ-кӗвӗ ӑсти чылай пултаруллӑ ҫамрӑка эстрада тӗнчине вирхӗнсе кӗме пулӑшнӑ. Ӑсталӑхра аталанса эстрада валли кӑна мар, классикӑллӑ жанрсенче те юрӑсем ҫырнӑ. Тӗрлӗрен этнографиллӗ фильмсем валли кӗвӗсем хайланӑ.

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата истори ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Александр Осипов пултарулӑх каҫӗнче Геннадий Айхи сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ музыка хайлавӗсене те шӑрантарчӗ.

Концерта Татьяна Фуртас юрӑҫпа Валериан Иванов сӗрмекупӑсҫӑ та илем кӳчӗҫ. Пухӑннисем вара Александр Осипов мусӑкҫӑна ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шедеврсем хайлама ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов