80 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнарлакан экспозици

Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакан Валерий Изратов Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнӑ ашшӗпе амӑшне, ентешӗсене асӑнса уҫӑ тӳпе айӗнче вӑхӑтлӑх музей йӗркеленӗ. 80 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнарлакан экспозиципе ватти-вӗтти пысӑк кӑсӑкланупа паллашать.

Урамра ҫакӑн пек хӑйне евӗр музей уҫас шухӑш Валерий Изратов пуҫӗнче пӗлтӗрех тӗвӗленнӗ. Ҫулталӑк пуҫтарнӑ вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтне чӗррӗн кӑтартакан япаласене. Хӑй ҫар хӗсметӗнче пограничник пулнӑскер, Валерий Васильевич мӗн ӗмӗтленнине нарӑсӑн 23-мӗшӗ тӗлне туса ҫитернӗ. Халӗ килен-каян валли пӗрмай экскурси ирттерет.

Экспонатсен пӗр пайӗ - тулта, тепри - хӳтлӗхре. Чатӑр айӗнче хӗрӳ хӗвел, юр е ҫумӑр хӑвӑрт пӑрахӑҫа кӑларма пултаракан япаласем ӗнтӗ. Валерий Васильевич хӑйӗн тӗслӗхӗпе чи малтан мӑнукӗсене йӑх чысне упрама, ҫӗршыва, тӑван халӑха, чӗлхене юратма вӗрентсе ӳстересчӗ тет.

Вӑхӑтлӑх музея ялти кашни ҫын ӗлӗкхи япала кӑна мар, хӑйӗн паттӑр тӑванӗн сӑн ӳкерчӗкне те илсе килме пултарать. Астӑвакансем чӗрӗ чухне ветерансем ҫинчен нумай пӗлме пулӗ. Галина Щипцова пире ашшӗпе пӑянамӑшӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Таврари халӑх Валерий Изратова тав тӑвать. Ҫут тӗнче ҫакӑн пек ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑрать пулас: куншӑн никам та тӳлемест-ҫке-ха, тӑкакӗ вара самаях.

Тӗлӗнмелле: Валерий Изратовӑн ашшӗпе амӑшӗ, икӗ Елчӗк ҫынни, фронтра паллашнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешсе 5 ача ҫуратнӑ. Вӗсен юнпа пыракан пултарулӑх пулас: аппӑшӗсем те, Татьяна Шарковӑпа Галина Изратова паллӑ ӳнерҫӗсем, ҫын кӑмӑлне ҫӗклесе тӗнчене илемлетессине пурнӑҫ тӗллевӗ тунӑ, шӑллӗ те ҫавах.

Кашни ҫыннӑн ҫӗршыв, халӑх, йӑх умӗнче тивӗҫӗ пур - шӑпах ҫак пысӑк туйӑм хистенӗ те Валерий Изратова паттӑр салтаксем умӗнче пуҫ тайса ҫак музея уҫма. 

Марина Карягина, Виктор Степанов