69 ҫул каяллахи Шупашкара илсе ҫитерет

Фотографсем пирки "саманта тытса чарма пултаракансем" теҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн пек асамлӑ мел урлӑ Виктор Тимкин куракана Чӑваш Ен тӗп хулин 69 ҫул каяллахи урамӗсене илсе ҫитерет. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче "Шупашкар 1953" фотокурав уҫӑлчӗ.

Тӗрӗссипе, ку - пӗр сӑн ӳкерчӗк куравӗ. Унӑн тӑршшӗ пилӗк метр ҫурӑ, урлӑшӗ - пӗр хӑлаҫ. Хулан кун пек панорами пирӗн урӑх ҫук. Оригинал Шупашкарӑн унчченхи варрине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫҫӑн кӑтартать, ӑна темиҫе сӑн ӳкерчӗке алӑ вӗҫҫӗн ҫыпӑҫтарса пухнӑ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ фотографие Владимир Трофимов таврапӗлӳҫӗ тирпейлӗн реставрацилесе ҫӗнӗ сӑн-сӑпат панӑ. Кашни кадрӑн чӑн калӑпӑшӗ - 13-пе 18 сантиметр кӑна, анчах вӗсене пысӑклатсан пахалӑх нимӗн чухлӗ те ҫухалман иккен. Панорамӑпа юнашар - тепӗр 20 хурапа шурӑ сӑн ӳкерчӗк. Кивӗ хула шыв айне юлнӑ, ҫавӑнпа паянхи куракан унчченхи Чӑваш драма театрне, хӑна ҫурчӗсемпе "Волга" ресторана, Симӗс пасарпа купса ҫурчӗсене кӑсӑкланса пӑхать.

Марина Карягина, Анна Филиппова, Игорь Ульянов