60-мӗш ҫул - сцена ҫинче

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Нина Яковлеван юбилей каҫӗ иртет. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Вӑрмар районӗн Хисеплӗ ҫынни 80 ҫулне паллӑ тӑвать.

Мускаври Луначарский ячӗллӗ Театр институтӗнчен вӗренсе килсенех Нина Яковлева режиссерсемпе куракансене кирек мӗнле жанрлӑ спектакльте те ӑнӑҫлӑ выляма пултарнине ӗнентернӗ. Архивра упранакан кадрсене пӑхатӑн та, тӗнче классики-и е хамӑрӑн драматург ҫырнӑ пьеса, трагеди, драма е камит - Нина Михайловна пӗрре ҫамрӑклах ват кинеми ролӗнче, тепре - арҫын ача, тата тепрехинче - Амӑшӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннин чунне уҫса кӑтартма пысӑк ӑсталӑх, пӗлӳ, хӑвна ху тепӗр этем тӗнчине йышӑнмалӑх тарӑна кӗрсе палласа илейми улшӑнма пултарни кирлӗ.

 

Марина Карягина