Каҫал тӑрӑхӗ Акатуй уявӗнче савӑнчӗ

Кӑҫал районшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа - Комсомольски тӑрӑхӗ йӗркеленнӗренпе 80 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа. Район аталанӑвӗпе, вырӑнти строительство ӗҫӗсемпе паллашма, каҫалсене уявпа саламлама Республика Пуҫлахӗ Михаил Игнатьев ҫитрӗ.

Алиса Александрова, Павел Иритков

Малтанах хӑнасем Урмаелте пулчӗҫ. Харӑсах икӗ вырӑнта пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ятарла программӑпа килӗшӳллӗн ялти шкула 2018-мӗш ҫулта юсама пуҫланӑ. Пластик чӳречесем лартнӑ, электричество тытӑмне улӑштарнӑ. Коридорсенче кивӗ йывӑҫ урай вырӑнне плитка сарнӑ. Шкулӑн тулаш енне те ҫӗнетнӗ. Юсавӑн малтанхи тапхӑрне ирттерме 16 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Халӗ ҫурта хутса ӑшӑтмалли тытӑма улӑштармалла, классенчи урайсене хӑма вырӑнне линолеум сармалла. Эваукаци вӑхӑтӗнче тухмалли вырӑнсене йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакна валли 8 миллион тенке яхӑн тӑккалӗҫ. "Вӗренӳ" наци проекчӗпе пурнӑҫланакан тепӗр объект - сатик. 2 хутлӑ ҫуртра 6 ушкӑн вырнаҫӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн мӗн-пур ӗҫ хакӗ - 93 миллион тенкӗ.
1939-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ Комсомольски районӗнче тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе, упраса пурӑннине, ҫынсем кирек епле ӗҫре те хастар пулнине палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ уявпа саламланӑ май.

Ҫавӑн пекех каҫалсене район ертӳҫисем саламларӗҫ. Александр Осипов Каҫал тӑрӑхӗн паянхи аталану ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗ. 2018-мӗш ҫулта района аталантарма 38 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа 3 ҫамрӑк ҫемьен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатнӑ, Тукай Мишер ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ, Хырай Ӗнелте культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ, Урмаелте ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ. Кӑҫал та палӑртни нумай. Уяв кунӗ йӑлана кӗнӗ йӗркепе районти хастар ӗҫченсене тӗрлӗ награда парса хавхалантарчӗҫ. "Слава картофелю" агрофирма тӗп директорӗн ҫумне Олег Мартышина, сӑмахран, Раҫҫей ял хуҫалах министерствин Тав хучӗпе чысларӗҫ.

Кашни ял тӑрӑхӑ хатӗрленӗ картиш тӗпелӗнче килнӗ хӑнасене хавас пулчӗҫ. Тарават кил хуҫисем хушшинче сӑра тума вӗрентекенсем те, тин пиҫнӗ ҫӑкӑрпа хӑналакансем те пулчӗҫ. Юрӑ-ташӑ пӗр саманта та лӑпланмарӗ ҫак кун. Унпа пӗрлех ятарласа уйӑрна лаптӑксенче тӗрлӗ конкурс иртрӗ. Суха тӑвакансен тупӑшӑвне те тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӑр-варлӑхне, ӗҫ пахалӑхне кура 1-мӗш вырӑна Патӑрьел районӗнчен килнӗ сухаҫӑ тухрӗ.

Спортсменсем те тӗрлӗ тупӑшура ӑмӑртрӗҫ. Кире пуканӗ йӑтса, алӑ вӑйне виҫсе, ирӗклӗ майпа кӗрешсе.